«Маликăн ăшă кулли» пултăр кашнийĕн валли

Категория: Публикации Опубликовано: 20.02.2026, 13:33 Просмотров: 100

ХĂТЬ ăçта кайсан та ăшă кулăпа кĕтсе илсен чун савăнать, кăмăл уçăлать, ĕç те ăнса пырать. Шел пулин те, юлашки вăхăтра эпир час-часах такам çине çилленнĕн çÿретпĕр, тарăхатпăр. Паллах, пурнăçра темле те пулать, анчах çакă ытти çынсене хамăрăн туйăмсене кăтартмалли сăлтав пулмалла мар. Уйрăмах халăхпа ĕçлекенсен çакна шута илмелле.

Туçари врач амбулаторийĕнче терапевтра вăй хуракан Фахим Ахсан Малик ăшă куллипе çынсене савăнтарнине шута илсе Патăрьелĕнчи тĕп больницăра «Маликăн ăшă кулли» («Улыбка Малика») акци йĕркеленĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тĕпленнĕ пакестанецран тухтăрсемпе ытти медперсоналсем те тĕслĕх илеççĕ.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика