ШУПАШКАРТИ «Пехет» агромаркет Чăваш Енре пурăнакансемпе хăнасене хăйĕн патне ытларах та ытларах туртать. Кунта ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем туса илекен экологи енчен таса продукцисене сутнипе пĕрлех тавракурăма анлăлатма, йăла-йĕркепе паллашма, кирлĕ сĕнÿ илме, эстрада артисчĕсен хаваслă юррисене итлеме пулать. Акă, иртнĕ çулхи сентябрьтен пуçласа кăçалхи февральччен министерствăсен тематика эрнисем иртнĕ. Çавăн пекех кунта «Кĕр парнисем—2025» суту-илÿ ярмăркки, «Сывлăх тимлĕхре: хăвна тĕрĕсле» акци тата ытти мероприяти йĕркеленĕ.
Малалла муниципалитетсем хăйсен пурнăçĕпе паллаштараççĕ. Февралĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 1-мĕшĕччен Патăрьелсем агромаркетра «хуçаланĕç». «Пехетре» Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çуралса ÿснисене тата ыттисене те хапăл тусах кĕтеççĕ.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
