Патăрьел больницин тĕп врачне Николай Тинюкова «Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.
Николай Антонович республикăри, округри сывлăх сыхлавĕн аталанăвне пысăк витĕм кÿнĕ, суйласа илнĕ ĕçе чунтан парăнса пурнăçланипе палăрать. Медицина сферинче 40 çул ытла вăй хурать. Вăл ертсе пынипе сиплев учрежденинче медицинăри çĕнĕ технологисене хута яраççĕ, округри çынсене пулăшу парасси лайăхланса пырать. Уйрăмах сотрудниксене хатĕрлессине тата хавхалантарассине тимлĕх уйăраççĕ.
Николай Антонович Хусанти С.В. Куршанов ячĕллĕ патшалăх медицина институтĕнче стоматолог специальноçне алла илнĕ. Унăн професси ăсталăхне тĕрлĕ наградăпа палăртнă, вĕсен шутĕнче — «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ят, «Сывлăх сыхлавĕн отличникĕ» кăкăр çине çакмалли паллă. Николай Тинюков — муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ.
Август 2026 |
