Патăрьел муниципалитет округĕнче пурăнакансем Украинăри ятарлă çар операцийĕнчи салтаксене пулăшма, вĕсен ыйтăвне тивĕçтерме, Çĕнтерĕве çывхартас тĕллевпе тăтăшах хавхалантарма тăрăшаççĕ.
Паян кашни ялта тенĕ пекех хÿтĕлев сеткине çыхассине йĕркеленĕ. Хастар чĕреллĕ волонтерсен ушкăнĕсем вара салтаксем патне шкул ачисен саламлă ăшă çырăвĕсене, куччченеçĕсене те çитерсех тăраççĕ. Çак кунсенче çеç, акă Юрий Тинюков ертсе пыракан волонтерсен ушкăнĕ ыр кăмăллăх пулăшăвĕпе каллех инçе çула кайса килчĕ. Хальхинче вĕсем ентешĕмĕрсене «чун апачĕпе» те савăнтарнă. Салтаксем Патăрьел муниципалитет округĕнче тухса тăракан «Авангард» хаçатпа алла тытсах паллашнă.
— Район хаçатне алла илсен тăван тăрăха çитнĕ, çывăх çыннăмăрсене курнă пекех туйрăмăр. Фронтра та окург хыпарĕсемпе палашма май туса панăшăн хаçат редакцийĕн ĕçченĕсене чун-чĕререн тав тăватăп,— çапла хыпар янă журналистсем патне пирĕн ентешĕмĕр, чăвашсен паллă юрăçи, «Çулталăк çынни—2024» конкурс çĕнтерÿçи, хăй ирĕкĕпе çар тумне тăхăнса алла пăшал тытнă Алексей Казанцев (сылтăмран пĕрремĕшĕ).
Сăмах май, малашне те кашни уйăхрах СВОри салтаксем патне «Авангард» хаçата çитерĕпĕр.
Альбина ЕГОРОВА
Август 2026 |
