Инфратытăм аталанăвĕ — ял халăхĕ валли

Категория: Публикации Опубликовано: 13.02.2026, 09:31 Просмотров: 115

Çак кунсенче Патăрьелĕнчи тĕп больницăра сывлăх хуралĕнчи 2025 çула пĕтĕмлетнĕ, ял халăхĕн сывлăхне çирĕплетес, «Вăрăм та хастар пурнăç» программăна, «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне пурнăçа кĕртме палăртнă тĕллевсене çивĕчлетнĕ.

Юлашки çулсенче Патăрьел муниципалитет округĕнче сывлăх сыхлавĕн отрасльне аталантарас тĕллевпе курăмлă ĕçсем пурнăçланă:

- Турханпа Ыхра Çырминче врач амбулаторийĕсем, Чăваш Ишекпе Кивĕ Катекре çĕнĕ ФАПсем уçнă, Çĕньялта, Анат Туçара, Вăрманхĕрри Шăхалĕнче фельдшерпа акушер пункчĕсене юсанă;

- Патăрьелĕнче юн пусăмĕн чирĕпе çыхăннă ятарлă уйрăм ĕçлеме пикеннĕ. Ку таранччен кунта 327 пациента сипленĕ, вăл шутра 158-шĕ кÿршĕ округсенчен;

- Мĕн пурĕ 12188 çын медицина тĕрĕслевĕ тухнă, вĕсенчен 1600-шĕ тарăн диспансеризаци тунă. «Сывлăх патне утăм» проектпа 2785 çын сывлăхне тĕрĕслеттернĕ, 722 пациентăн тĕрлĕрен чирне тупса палăртнă;

- «Земство тухтăрĕ» программăпа 6 врач тата 1 фельдшер ĕçе вырнаçнă. 32 студент тата 3 ординатор больницăн тĕллевлĕ направленипе аслă шкулсенче вĕренеççĕ;

- Сывлăх сыхлавĕнче цифровизаци вăй илсех пырать. 4591 телеконсультаци панă, вĕсенчен 1197-шĕ республикăри специалистсемпе.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика