Республикăра «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн «Шкулти чи лайăх информаци центрĕ» конкурс иртнĕ.
Унта библиотекăсем хутшăннă. Конкурс тĕллевĕ вулавăшсен малта пыракан ĕç мелĕсене ыттисем хушшинче сарасси пулнă. Тупăшăва явăçакансем информаци анлăшĕпе мĕнле усă курнине, ку чухнехи малта пыракан технологисене ĕçе кĕртнине, проектсене çул панине çутатнă.
Конкурс виçĕ номинаципе иртнĕ. «Яллă вырăнсенчи ку чухнехи библиотека ачасен вулас туртăмне ÿстерни» номинацире Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Р.Багманова çĕнтерÿçĕ пулнă.
Ачасене библиотекăна çÿреттерессинче вулавăш ĕçченĕсен тăрăшулăхĕ кирлех. Вĕрентÿ программине кĕрекен произведенисене вĕсен вуламаллах. Кĕнеке конкурс-олимпиадăсене хутшăнма ăс-тăна та ÿстерме пулăшать. «Кĕнеке — пĕлÿ çăлкуçĕ» тесе ахальтен каламан ĕнтĕ.
Люба ТИТОВА, методист
Август 2026 |
