Патăрьелсем Атăлçи федераци округĕнче палăрнă

Категория: Публикации Опубликовано: 13.02.2026, 09:28 Просмотров: 140

Пермь хулинче армрестлинг енĕпе Атăлçи федераци округĕнче мала тухассишĕн чемпионат иртнĕ. Чăваш Енĕн командине Патăрьел муниципалитет округĕнчен «Паттăр» спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ ертсе пынипе вунă спортсмен хÿтĕленĕ. Пирĕн спортсменсем — Нияз Шакуров (16 — 18 çулсем хушшинче) тата Эльвина Сафина (14 — 15 çулсем хушшинче) хăйсен виçе категорийĕсемпе çĕнтерÿçĕ пулса таврăннă. Çакна та палăртма кăмăллă: юлашки çулсенче спортăн ытти тĕсĕпе пĕрлех алă вăйне виçессипе те пирĕн спортсменсем çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿпе савăнтараççĕ.

Анатолий АФАНАСЬЕВ, «Паттăр» спорт шкулĕн директорĕ

Яндекс.Метрика