Тутар Сăкăтĕнче Афганистан вăрçинче пуç хунă Рифкат Куликова асра тытса 20-мĕш хут кĕрешекенсем помост çине тухнă. Кăçалхи турнир тата анлăрах иртнĕ. «Корэш» наци кĕрешĕвĕпе хăйсен ăсталăхне çултан-çул туптаса пыракан спортсменсем Патăрьел муниципалитет округĕнчен çеç мар, Тутарстанри Çĕпрел, Пăва районĕсенчен, Зеленодольск хулинчен те хутшăннă. Мĕн пурĕ тĕрлĕ çулхи 70 ытла кĕрешÿçĕ вăйă ăсталăхне, çивĕчлĕхне кăтартнă. Вĕсенчен чи кĕçĕннисем — Камиль Ахметовпа Сабир Валиуллин. Пулас мпортсменсем 6 çулта çеç. Апла пулин те чи кĕçĕннисен кĕрешĕвне куракансем хавхалансах сăнанă.
Август 2026 |
