Пурнăçăн илемĕ — иккĕнре

Категория: Публикации Опубликовано: 13.02.2026, 09:25 Просмотров: 92

«Çут тĕнче те пулĕ пит илемлĕ, пултăр çеç пĕр туйăм ик чĕрен», — тенĕ авалтан пĕр çемье çавăрма шут тытнă çамрăксене. Пĕр-пĕрне килĕштермесĕр, хисеплемесĕр, пĕр-пĕринпе канашламасăр пурнăçра пĕр сукмакпа утма çăмăл мар.

Шăпах çакнашкал пурăнма пултарнăран çемьеллĕ çынсен кун-çулĕ те малалла тăсăлать, пĕр тикĕссĕн шăвать. Вĕсенчен тĕслĕх илмелли те, вĕренмелли те пурах. Акă Шăнкăртамри Арифуллапа Халберия Велитовсем çемье çавăрнăранпа 65 çул çитнине паллă турĕç. 3 ача çуратса пăхса çитĕнтернĕ вĕсем.

Туçари Василийпе Мария Бельдековсене, Сителĕнчи Павелпа Анна Павловсене, Константинпа Матрена Васильевсене, Турханти Петрпа Анна Егоровсене ывăлĕ-хĕрĕ, кинĕ-кĕрÿшĕ, мăнукĕсем мăшăрланнăранпа 60 çул çитнĕ ятпа саламларĕç. Пурте вĕсем пилĕкшер ачана кун çути парнеленĕ.

Çĕнĕ Ахпÿртри Валерийпе Роза Рогинсене те бриллиант туй ячĕпе ăшă салам çитерчĕç.

Пăлапуç Пашьелĕнчи Иванпа Мария Афанасьевсем те 60 çул пĕрле кун кунлаççĕ. Вĕсем те 5 ача çуратса ÿстернĕ, ăрăва малалла тăсаканĕсене çитĕнтерме пулăшаççĕ.

Именкассинчи Николайпа Мария Сорокинсен, Аслă Чементи Геннадийпе Елена Пузайкинсен, Александрпа Нина Семеновсен, Патăрьелĕнчи Иосифпа Мария Маковсен, Тăрăнти Петрпа Людмила Думилинсен, Александрпа Лидия Красновсен пĕрлехи пурнăçне икĕ пиллĕк юнашар лартса палăртмалла.

Çĕнĕ Ахпÿртри Анатолийпе Елена Волковсем, Алманчăри Владимирпа Вера Киргизовсем, Пăлапуç Пашьелĕнчи Алексейпа Лилия Ларевсем, Шăхачри Митрофанпа Зоя Убаськинсем ылтăн туйĕсене палăртаççĕ.

Юбилярсене турă пурне те пĕр шăпа парнеленĕ. Ĕмĕр сукмакне малашне пĕрлех такăрлатмалла пултăр вĕсен.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика