Пухура çивĕч ыйтусене хускатрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 13.02.2026, 09:24 Просмотров: 90

Анат Тăрмăшĕнчи тата Çĕньялти клубсенче территори пайĕнчи граждансен пухăвĕсем иртрĕç.

Пухусенчи тĕп ыйтусем — Çĕньял территори пайĕн начальникĕн отчечĕ. М.И.Мадюкова докладра территори пайĕнче пурнăçланă ĕçсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Пухура çавăн пекех Патăрьел муниципалитет округĕн ертÿçин пĕрремĕш çумĕ — территорисене аталантарас енĕпе ĕçлекен управлени начальникĕ Ф.А.Алиуллов хутшăнчĕ, округăн малашнехи планĕпе паллаштарчĕ. Патăрьел МО депутачĕ Б.П.Емельянов депутатсен пухăвĕн хăш-пĕр йышăнăвĕсем çинчен каларĕ. Ял халăхĕ хăйсене хумхантаракан ыйтусене çĕклерĕ. Урамсенче çутă сахалли, Анат Тăрмăш масарĕ патне çул тăвасси, электричество юписене çĕнетесси, Çĕньял шкулĕн малашнехи шăпи тата ытти ыйтусем те çивĕч пулчĕç. Вĕсем çине çийĕнчех хуравларĕç, хăш-пĕр проблемăсене округ шайĕнче татса памалли пирки пĕтĕмлетÿ турĕç. Граждансен пухăвĕсем округра малалла та иртсе пыраççĕ.

Надежда КВАСОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика