Пысăк чыса тивĕçрĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.02.2026, 09:22 Просмотров: 102

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пултарулăхри ăнтăлушăн паракан стипендие муниципалитетри 9 шкул ачи тивĕçнĕ, вĕсенчен пĕри — Аслă Чементи вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен Ангелина Макарова.

Хĕр «4» тата «5» паллăсемпе вĕренет, класс ертÿçин пĕрремĕш пулăшаканĕ, пур çĕрте те маттур: «Шкул планети» канашĕн хастар членĕ, «Пĕрремĕшсен» юхăмĕн активистки. Шкулта тата муниципалитетра иртекен мероприятисене хастар хутшăнать. Спортра пысăк çитĕнÿсем тăвать. ГТО нормисене кашни çулах ылтăн паллăпа парать. 7-мĕш класран пуçласа республикăра физкультурăпа иртекен олимпиадăра призерсен йышне кĕме пултарчĕ, кăçал та унта хутшăнма хатĕрленет спортсменка. Çавăн пекех хĕр çуран тата йĕлтĕрпе чупса Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çеç мар, регионта та малти вырăнсене йышăнать, баскетболла выляса шкулăн пĕрлештернĕ командинче 10 çул ĕнтĕ округра 1-мĕш вырăна тухать тус-юлташĕпе. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче тата волейболла выляса призерсен шутне кĕме пултарчĕç. Муниципалитет чысне хÿтĕлесе те нумай ăмăртура палăрать. Спорти çитĕнÿсемшĕн П.В.Макаров физкультура учительне чунтан тав тăвать.

Нумай пултарулăх конкурсĕнче те палăрать Ангелина. Унăн тĕрлĕ шайра мала тухнă дипломсемпе грамотисене шутласа та пĕтерес çук. Сăвăсем пысăк туйăмпа калама ăста. Театр кружокне хаваспах çÿрет, шкулти ытти «артистсемпе» пĕрле пĕлтĕр Шупашкартан 2-мĕш вырăнпа таврăнчĕç. Пушă вăхăчĕ питĕ сахал пулин те хаçата çырма та вăхăт тупать хĕр. Унăн статйисем час-часах республикăра тухса тăракан «Тантăш» хаçатра пичетленеççĕ.

Вĕренекен 2023 çулта Чăваш Республикинчи ачасен прависемпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ çумĕнчи ачасен обществăлла канашĕн Патăрьел районĕнчи шкулти пулăшуçи те пулнă.

Маттуррине кура 8-мĕш класра вĕреннĕ чухне вăл Крым Республикинчи Пĕтĕм тĕнчери «Артек» ача-пăча центрĕнче канма тивĕç пулчĕ.

Аслă Чемен тата Шăхач территори уйрăмĕсенче иртекен мероприятисенче те хастар хутшăнать хĕр.

Ангелина килти хуçалăхра ашшĕ-амăшне пулăшма васкать, пĕрле пурăнакан 93 çулти кукамăшĕпе питĕ туслă. Ăна питĕ юратать вăл, пĕрле вĕсем урок тăваççĕ, кĕнеке вулаççĕ.

Тÿрĕ те уçă кăмăллă, яваплă та ĕçчен хĕре малашне те ăнăçу сунатпăр.

Н. КОШЕЛЕВА, Аслă Чемен ялĕ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика