Шăмăршă, Патăрьел тата Комсомольски округĕсене таса шывпа тивĕçтерессипе вăй хурасси, ушкăнлă килекен шывăн строительствин пĕрремĕш тапхăрĕн тăххăрмĕш пуск комплексне хута ярасси малалла пырать. Палăртнинчен 81 процентне хатĕрлесе çитернĕ. Ĕçе «Пурнăç валли инфратытăм» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ.
Патăрьел округĕнче 10,5 çухрăм шыв пăрăхĕ хума палăртнă пулсан 9 çухрăма яхăн хывнă. Насус станцийĕн тата кашнине 250 кубла метр таса шыв вырнаçакан икĕ резервуар никĕсне хывнă. Подрядчик хальхи вăхăтра насус хатĕрĕсене монтаж тума пикеннĕ.
Строительствăн пĕрремĕш тапхăрне кăçалхи виççĕмĕш кварталта вĕçлеме палăртнă.
Август 2026 |
