Парти проекчĕсем — çитĕнекен ăрушăн пысăк пулăшу

Категория: Публикации Опубликовано: 13.02.2026, 09:17 Просмотров: 110

Парти проекчĕсем — «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» ĕçĕнчи халăхпа ĕçлемелли тĕп инструмент. Халăх хастарлăхĕсĕр вĕсене ăнăçлă пурнăçа кĕртеймĕн. Мĕн пурĕ 22 проектарн «Раççей ялĕ» тата «Çĕнĕ шкул» çамрăксене тăван яла юлса хăйсен проекчĕсене аталантарма, ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме пулăшакан парти проекчĕсенчен пĕрисем.

Чăваш Республикин Правительстви вĕсем çине таянса профориентаци енĕпе «Детсад-школа-ссузŸвуз-предприятие» ятпа пилотлă проекта хута яма палăртать. Унăн тĕп тĕллевĕ – шкул çулне çитменнисенчен пуçласа аслă ÿсĕмри ачасем хутшăнакан «Профессионализм» программăна анлăлатасси. Асăннă пуçарусем шкул çулне çитмен ачасене хальхи кирлĕ профессисен тĕнчипе вăйă мелĕпе паллашма май туса парĕç. «Раççей ялĕ» партпроект координаторĕ – Чăваш Енĕн вице-премьерĕ – ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев. Проекта чи малтанах Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Атнар шкулĕнче пурнăçа кĕртме палăртнă май унта агрокласс уçма планлаççĕ.

– Профориентаци программи ачана профессисемпе паллаштарнипе пĕрлех унăн пултарулăхне уçса пама, унăн ĕмĕтне пурнăçа кĕртсе тĕллев патне ăнтăлма пулăшĕ. Чи кирли – çитĕнекен ăрăва хăйĕн пуласлăхне пĕлсе суйлама майсем туса парасси, — тенĕ Андрей Евгеньевич.

«Çĕнĕ шкул» проект тĕллевĕсене те уйрăммăн палăртар. Вăл çĕнĕ шкулсем тума тата кивелнисене юсама май панипе пĕрлех вĕренекенсен пултарулăхне аталантаракан мероприятисем йĕркелеме, ĕç пахалăхне ÿстерме тата ĕçлекене хавхалантарма, педагогсен ĕç укçине пысăклатма, çитĕнекен ăрăва вĕренÿпе воспитани парас тытăма çирĕплетме май парĕ.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика