«Пехетре» техника пирки ытларах пĕлме май пулнă

Категория: Публикации Опубликовано: 13.02.2026, 09:10 Просмотров: 110

«Пехет» агромаркетра Чăваш Енри Патшалăх техника надзорĕн инспекцийĕн эрни иртнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ техникăпа хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса усă курма вĕрентесси пулнă.

Мероприятие савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре Чăваш Енри Патшалăх техника надзорĕн начальникĕ Владимир Димитриев, Патшалăх техника надзорĕн инспекцийĕн Общество канашĕн членĕ Валерий Гаврилов хутшăннă.

— Патшалăх технадзорĕн инспекцийĕн тĕп тĕллевĕ тĕрĕслесси çеç мар, чи малтанах профилактика, ăнлантару ĕçĕ тата вĕрентÿ. «Пехетри» ятарлă эрнере техникăна мĕншĕн регистрацилемелли, мĕн тĕллевпе тĕрĕслев тухмалли, мĕншĕн ятарлă удостоверени илмелли çинчен интереслĕ мелпе каласа парĕç, — тенĕ Владимир Павлович мероприятие уçнă май.

Эрне пуян программăпа иртнĕ. «Манăн номер», «Тракторенок», «Тăван уйсем» ăсталăх сехечĕсем пухăннисемшĕн уйрăмах кăсăклă пулнă. Çавăн пекех чăваш тĕррин тата ÿкерÿ ăсталăхĕн сехечĕсем ĕçленĕ. Патăрьел, Шупашкар округĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсем, Юрий Кашкăр, Сергей Лекерев, Вениамин Муллин юрăçсем халăха савăнтарнă.

Патшалăх технадзорĕн инспекторĕсем пухăннисем валли техникăпа çыхăннă ыйтусем тавра консультаци ирттернĕ. Лапамра «Нива» вĕрентÿ центрĕн стендне те йĕркеленĕ май хăй тĕллĕн çÿрекен тата ятарлă техника водителĕсене вĕрентесси пирки каласа панă.

«Пехет» агромаркетра ятарлă эрнере техника куравĕ ĕçленĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика