Республика аталанăвĕн çул-йĕрĕ çирĕп

Категория: Публикации Опубликовано: 13.02.2026, 09:08 Просмотров: 101

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри, çавăн пекех регионсенчи массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе, шкул ачисен тата студентсен медиацентрĕсенчи хастарсемпе йĕркеленĕ йăлана кĕнĕ пресс-конференцире ытти çулсенчи пекех Чăваш Ен пурнăçĕпе, аталанăвĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕç.

Тĕл пулура чăн малтанах Олег Алексеевич республика экономикин хăш-пĕр кăтартăвĕсемпе, малашнехи аталану çул-йĕрĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Ку тĕлĕшпе республикăра ырă улшăну чылай. Тĕрлĕрен наци проекчĕсемпе, халăх пуçарăвĕпе, патшалăх пулăшăвĕпе сывлăх сыхлавĕн 60 ытла объектĕнче юсав ĕçĕсем ирттернĕ, вĕсене хăтлăлатнă, çĕнĕрен тунă. Культура, вĕренÿ, социаллă объектсене те çĕнетнĕ. Физкультурăпа спорта аталантарас тĕллевпе те палăрмаллах утăмсем тунă. Экономикăра çĕнĕ проектсем хута янă. Агропромышленность комплексĕнчи кăтартусем те чылай енĕпе ÿснĕ.

Пресс-конференцире 30а яхăн ыйту пулчĕ. Ыттисемпе пĕрлех районсен больницисене пĕрлештернипе çыхăннă тема та, паллах, айккинче юлмарĕ. Олег Николаев çак çĕнĕлĕх медицина пулăшăвне епле майпа лайăхлатма пултарнине ăнлантарчĕ. Вăл палăрт-

нă тăрăх республика Правительстви вĕсен статусне упраса хăвармалли майсене шырать — çынсем медпулăшусăр юлмĕç. Вăл е ку район больницине тепĕр районăн вăйлă медучрежденийĕпе пĕрлештерни вăйсăртараххисен техника тата технологи тивĕçтерĕвне ÿстерме пулăшĕ. Çапла майпа больница унчченхи пекех ĕçлĕ. Тĕслĕх вырăнне Тăвай больницине илсе кăтартрĕ. Унта тăватă терапи участокĕ ĕçлесе кайнă. Çамрăк кадрсем те пур. Медиксен шалăвĕхушăннă. Ансăр специалистсем Канашран пырса çÿреççĕ.

Малашне Канашра, Патăрьелте тата Çĕмĕрлере пĕрлехи медицина центрĕсем пулаççĕ. Олег Николаев медицина виçĕ çăлкуç укçипе пурăннине ас илчĕ: ОМС фончĕ, хушма медицина страхованийĕ, тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсем. Тÿлевли, паллах, техникăпа, ыттипе лайăх тивĕçтернĕмедучрежденисене ытларах пырать. Больницăсене пĕрлештерни çак енĕпе те усăллă пулмаллине палăртрĕ Республика Пуçлăхĕ.

Хальхи вăхăтра республикăри округсенче районсем хушшинче медицина центрĕсем туса хурас тĕллевпе халăх итлевĕсем иртеççĕ.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика