КĂÇАЛ хĕл хăйне аванах кăтартать. Сывлăш температури темиçе хутчен те 30 градусран сивĕрех пулчĕ. Хĕл хăйĕн çирĕплĕхне малашне те кăтартма пултарать-ха. Ун пек чухне кил-çурта ăшăрах тăвас килет, анчах асăрханулăх пирки те манмалла мар. Уйрăмах каланкка хутакансен тимлĕрех пулмаллине калаççĕ Патăрьелĕнчи пушар хуралĕн ĕçченĕсем. Çавăн пекех мунча хутнă чухне те пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмалла. Сăмах май, вут-çулăм тухассин 70 проценчĕ кăмакасем, тĕтĕм тухакан мăрье юсавсăррипе тата хутнă чухне асăрханулăх пирки маннăран пулать. Кĕле кăларса тăкнă чухне те кăвайт шанчăклă сÿннине лайăх пăхмалла, шыв сапмалла.
Манса ан кайăр! Пĕр йăнăш утăм çурт-йĕрсĕр те хăварма, пурнăçа татма та пултарать.
Август 2026 |
