«МАХ» мессенджер пурне те хапăл

Категория: Публикации Опубликовано: 13.02.2026, 09:04 Просмотров: 115

АЧАСЕМПЕ çамрăксем Интернет уçлăхĕнче хăйсене шыври пулă пекех туяççĕ пулсан, аслă çултисем ăна йывăрпа парăнаççĕ. Нумайăшĕ мобиллĕ телефонпа калаçма пĕлет, анчах вĕсене социаллă сетьсемпе усă курса информацисемпе паллашма, çырма е ытти операци ирттерме çăмăлах мар. Сителти библиотекăра ĕçлекен Оксана Хомуткина юлашки вăхăтра вăя кĕнĕ «МАХ» мессенджера ялта пурăнакансене «Компьютерпа «Эсĕ» клуб занятийĕнче алла илме пулăшнă. Пархатарлă ĕçе ырламалла çеç.

Самана таппинчен халĕникамăн та юлма юрамасть. Алăра сенсорлă телефон пулсан çĕнĕ хыпарсемпе те паллашаятăн, электричествăшăн, газшăн е ытти çăмăллăхшăн комиссисĕрех тÿлеетĕн. Сăмах май, «МАХ» мессенджерта районти «Авангард» хаçат та пур. Округ хыпарĕсене пĕлес текенсене унта çырăнма йыхравлатпăр.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика