Чăваш Республикинче 2020 çултанпа социаллă контракт мелĕпе сахал тупăшлă граждансен пурнăç пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе патшалăхăн социаллă пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ.
Патшалăхăн социаллă пулăшăвне тăватă енĕпе илме май пур:ĕç шырассипе; харпăр хăй предриниматель ĕçне пурнăçа кĕртессипе; уйрăм хушма хуçалăха аталантарас енĕпе; граждансене пурнăçри йывăр лару-тăруран тухмалли ытти мероприятисене пурнăçа кĕртессипе.
2025 çулта мĕн пурĕ Патăрьел муниципалитет округĕнче пурăнакансемпе 58,0 миллион тенкĕлĕх 282 контракт тунă. Вĕсенчен 67 контакт (4 миллион тенкĕлĕх) ĕç шыракансемпе, индивидуаллă предпринимательсемпе 80 контаркт (28,6 миллион тенкĕлĕх), хушма хуçалăха аталантаракансем валли 117 контракт (23,6 миллион тенкĕлĕх), граждансене пурнăçри йывăр лару-тăрура пулăшма 18 контракт (1;8 миллион тенкĕлĕх) çырнă.
Маларахри çулсенчи пекех округра предпринматель ĕçĕпе, хушма хуçалăхпа, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе çыхăннă ыйтусем актуаллă шутланаççĕ.
Вулакана пĕлме: 2020 çулта Патăрьел муниципалитет округĕпе 17,9 миллион тенкĕлĕх 213, 2021 çулта 12,8 миллион тенкĕлĕх 100, 2022 çулта 33,1 миллион тенкĕлĕх 214, 2023 çулта 34,0 миллион тенкĕлĕх 204, 2024 çулта 22, 7 миллион тенкĕлĕх 148 социаллă контракт çырнă.
Мĕн пурĕ 2020 çултанпа 178,5 миллион тенкĕлĕх 1161 социаллă контракт çырса патшалăх енчен çынсене пулăшу кÿнĕ.
Наталия НИКИТИНА
Март 2026 |
