Юр никама та кăтартмарĕ хур

Категория: Публикации Опубликовано: 06.02.2026, 14:47 Просмотров: 75

Иртнĕ канмалли кунсенче лапка-лапка çăвакан юр тата тăман çулсене те, тротуарсене те, халăх çÿрекен ытти обществăлла вырăнсене те çуса тултарчĕ. Çакнашкал лару-тăрура çул-йĕре пăхса тăракан мĕн пур подряд организацийĕсем çеç мар, ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем, уйрăм граждансем те хăйсен хастарлăхĕпе çулсене тасатма пулăшрĕç. Территори пайĕсемпе вĕрентÿ учрежденийĕсем пĕччен пурăнакан ватăсене те çак ыйтăва татма пулăшрĕç, ялсенчи палăксен территорине те юртан вăхăтра тасатрĕç.

Çакна та асăрхаттарса хăварасшăн. Уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансен автомашина çулĕ çине юр тăкма юрамасть! Йĕркене пăхăнманшăн çул-йĕр инспекторĕсем административлă протокол та çырма пултараççĕ.

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика