Райхаçат çапла çуралнă

Категория: Публикации Опубликовано: 06.02.2026, 14:45 Просмотров: 75

Хаçата витĕмлĕрех ятпа улăштарнă: «Октябрь ялавĕ»

Митта Ваçлейĕ район хаçатĕнче нумаях ĕçлеймен, редакципе сывпуллашса учителе куçнă. Яваплă секретарь вырăнне унăн тусĕ Якку Арслан йышăннă. Коллективизаци çулĕ çине çирĕппĕн тăнă влаçа пыра-киле «Паянхи сас» тивĕçтерме пăрахнă. Ун хыççăн хаçата çивĕчрех ятпа улăштарнă. 1932 çулхи январĕн 9-мĕшĕнче «Октябрь ялавĕ» пулса тăнă. Редакцинче паллă поэт тата аталанакан сăвăç ĕçлени хаçата интереслĕ тухма май панă, чĕлхи янăравлă та пуян пулнă. «Паянхи сас» тата «Октябрь ялвĕ» хаçатсене тĕрлĕ çулта çак çынсем алă пусса кăларнă: Ф. Румянцев, С. Малафеев, Н. Албутов, Ф. Румянцев, М. Соколов, А. Иванов, Ф. Ефимов, Ф. Румянцев, А. Цветков, Н. Кузьмин, Ф. Румянцев, В. Исаев, В. Яковлев, Ф. Степанова, Н. Пушкин, Л. Румянцев.

«Колхоз байрагы»

1929 çулта пирĕн тăрăхра Шăнкăртам тутар наци районĕ туса хунă, вăл 12 уйрăм территоринчен тăнă. Унăн халăхĕ валли 1932 çулхи январĕн 9-мĕшĕнче Шăнкăртамра «Колзоз байрагы» («Колхоз ялавĕ») тутарла хаçат кăларма пикеннĕ. Шăпах çак кун Патăрьелĕнче «Паянхи сас» вырăнне «Октябрь ялавĕ» тухма пикеннĕ.

Çĕнĕ хаçат тутар ялĕсенче саланнă. Латин шрифчĕпе пичетленнĕ. 1932-1933 çулсенче унта редакторта Х. Шакуров ĕçленĕ. 1933 -1936 çулсенче Х. Капков, 1936-1938 çулсенче Я. Алеев вăй хунă. 1938 çулта хаçата К. Юлдашев алă пусса кăларма пикеннĕ.

«Октябрь ялавĕ» Каçала куçать

1939 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче Шăнкăртампа Патăрьел районĕсене пĕтерсе Чкаловски районĕ туса хурсан вĕр-çĕнĕ административлă единица валли «Колхоз байрагы» хаçата хăварнă, «Октябрь ялавĕ» редакцине вара Комсомольскине илсе кайса Каçалсен хаçачĕ туса хунă.

Патăрьел районĕнчи Хĕвеланăç пайĕнче 1935 çулта Турхан районĕ туса хурсан «Коммунар» хаçат кун çути курнă. Чĕрĕк ĕмĕре яхăн тухнă вăл. Турхан тата Первомайски парти райкомĕпе ĕççынни депутачĕсен район совечĕн органĕн хаçачĕ шутланнă. Мĕн пурĕ хаçата «Авангардпа» пĕрлештериччен 15 редактор алă пусса кăларнă.

Юлашкинчен «Авангард» çуралнă

1953 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче «Коммунизм байрагы» та, «Коммунизм ялавĕ» те пĕр ят туяннă, «АВАНГАРД» пулса тăнă. 1962-1964 çулсенче вăл «Патăрьел колхоз территори производство управленийĕн хаçачĕ» статуса йышăннă хыççăн 1965 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски тата Патăрьел районĕсене саланнă. Вăрçă хыççăн вун çичĕ редактор хаçатшăн яваплă пулса тăрăшнă.

1991 çулхи августăн 6-мĕшĕнчен пуçласа «Авангард» Патăрьел районĕн обществăпа политика хаçачĕ. Учредителĕсем Чăваш Республикин информаципе пичет министерстви тата Патăрьел район администрацийĕ пулнă. Паянхи учредительсем Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствипе Чăваш Республикинчи Цифра министерствин «Авангард» Патăрьел район хаçачĕ» автономлă учрежденийĕ.

Паянхи кун 95 çул тултаракан хаçатăмăр чăвашла тата тутарла пичетленет, 3200 ытла çемьене саланать.

Николай ЛАРИОНОВ, Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕ.

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика