Эпир – пĕр çемье

Категория: Публикации Опубликовано: 06.02.2026, 14:03 Просмотров: 140

2026 çулхи февралĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Енре Раççей халăхĕсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Республикинчи халăхсен туслăхĕн çулталăкне чыслă лару-тăрура уçрĕç. Сумлă мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕнчен те хисеплĕ ушкăн, Первомайскинчи «Çăлкуç» халăх фольклор ансамблĕпе культура ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

«Раççейĕн сăн-сăпатĕнче — пирĕн иксĕлми вăй-хăват. Çĕр-çĕр наци халăхĕ хăйĕн тымарĕсене упраса аслă çулпа ертсе пыракан çĕршыв пулса тăчĕ. Чăваш Ен — çак пултарулăх пĕрлĕхĕн символĕ. 120 ытла наци кунта килĕштерсе пурăнать. Пирĕн çĕр пĕрлехи çурт, кашни халăхăн йăли-йĕрки, Тăван çĕршыва юратмалли пĕрлехи гимн пулса тăчĕ»,— çапла палăртать Чăваш Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Патăрьел муниципалитет округĕнче те чăваш, вырăс, тутар, ирçе тата ытти наци халăхĕ мĕн ĕлĕкренпех пĕр çемьери пек килĕштерсе, пĕрне пĕри хисеплесе пурăнать.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика