95 çул — мăнаçланмалăх та пур

Категория: Публикации Опубликовано: 06.02.2026, 14:01 Просмотров: 74

Шăпах 95 çул каялла, 1931 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Патăрьел район хаçачĕ пĕрремĕш хут вулакан патне саланнă. Самана ыйтнипе çуралнă хаçатăмăра пуçласа «Паянхи сас» ят панă. Пурнăç улшăнса пынă май вăл та хăйĕн ятне пĕрре мар улăштарнă, çапах пурăннă. Хальхи вăхăтра тымарĕсем самай тарăн кайнă «Авангард» хаçатăмăр Патăрьел муниципалитет округĕнче пурăнакансемшĕн «чун апачĕ» çеç мар, унăн уйрăлми пайĕ пулса тăчĕ. Паян, хаçатăмăрăн сумлă менельникĕ умĕнхи кăларăмра унăн 11 648-мĕш номерĕ кун çути курчĕ.

Этем ĕмĕрĕшĕн 95 çул сумлă та хисеплĕ тапхăр. Хаçат историйĕшĕн те çак цифра пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Авангард» хăйĕн ĕмĕрĕнче тем пекех çăмăл мар, кăткăс, сакăлталлă çула утса тухнă. Апла пулин те историрен çакă паллă: пурнăçăн кирек хăш тапхăрĕнче те журналистсем, хаçата калăплакансем, район халăхĕ патне тĕрĕс информацие вăхăтра çитерес тесе тăрăшнă. Калем ăстисем паян та çак тĕллевпех ĕçлеççĕ, муниципалитет округĕн аталанăвĕ, наци программисем, нимелле пурнăçланса пыракан ĕçсем, халăхăн пурнăçĕ, унăн хастарлăхĕ, пултаруллă ĕçченсем, социаллă сферăри, сывлăх сыхлавĕнчи, культурăри, ял хуçалăхĕпе строительствăри ырă улшăнусем тата ытти пирки те вулакана хаçат урлă та, социаллă сетьсенче те пĕлтерсех тăраççĕ.

Паян Патăрьел муниципалитет округĕнче тухса тăракан «Авангард» хаçатăмăр чăвашла тата тутарла чĕлхесемпе 3300 çемьене саланать. Унсăр пуçне Контактра, Телеграмра, Одноклассники социаллă сетьсенче подписчиксен шучĕ 6 пине яхăнах. Эппин, пирĕн туссем сахалăн мар! Çак йыша сыхласа хăварма, упрама пире обществăлла корреспондентсем, пирĕн пата тăтăш çырса тăракансем, хисеплĕ вулаканăмăрсем те чылай хавхалантараççĕ, пулăшаççĕ. Хаçат юбилейĕ умĕнхи кăларăмра вĕсен умĕнче те пуçăмăра таятпăр, тав тăватпăр, малашне те пĕрлехи вăйпа «Авангардăн» 100 çулхи юбилейне кĕтсе илме ырă сунатпăр.

Альбина ЕГОРОВА, «Авангард» хаçатăн тĕп редакторăн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан.

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика