Çĕнтерÿçĕ паллă

Категория: Публикации Опубликовано: 06.02.2026, 13:59 Просмотров: 77

«Авангард» хаçат редакцийĕ йĕркелекен «Çулталăк çынни» конкурс çĕнтерÿçи паллă. Тупăшăва 11 çын хутшăнчĕ. Пурте Патăрьел муниципалитет округĕнче хăйсен тăрăшуллă ĕçĕпе хисеп çĕнсе илнĕскерсем.

«Çулталăк çынни — 2025» сумлă ята чи нумай сасă пухса Турхан территори пайĕн начальникĕ Алина Антонова тивĕçрĕ.

Хаçат редакцийĕн коллективĕ ăна ăшшăн саламлать, малашнехи ĕçре те çитĕнÿсем тума ăнăçу сунать. Çывăх вăхăтра вулакансене çĕнтерÿçĕпе тĕплĕнрех паллаштарăпăр.

Хаçат редакцийĕ конкурса хутшăннă ытти кандидатсене те, вĕсемшĕн сассине панă çынсене те тав тăвать.

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика