2025 çул итогĕпе Шăхач библиотеки республикăра чи лайăххи!
Культура учрежденийĕн вулавăш системинче ĕçлекенсем иртнĕ çулхи ĕçе пĕтĕмлетрĕç. Централизациленĕ библиотека директорĕ Алевтина Овчинникова малашлăх тĕллевĕсене, стратеги планне палăртрĕ.
«Библиотека фончĕ — вулавăш чĕри»,— терĕ комплектовани пайĕн заведующийĕ Мария Хлебникова. Кĕнеке шучĕ иртнĕ çул 3664 экземплярпа пуянланнине палăртрĕ. Хăш-пĕр литературăна шутран кăларнине асăнчĕ. Вулакансем «Шкул библиотеки», «Ача-пăча литератури», «Пуçламăш классен библиотеки» серисемпе туллин усă курнине каларĕ. Ку чухнехи тата литература классикĕпе интересленнине те çирĕплетрĕ.
Методика пайĕн заведующийĕ Ирина Гаврилова иртнĕ çулхи çитĕнÿсем çинче чарăнса тăчĕ. Шăхачсем республикăра «Чи лайăх ял библиотеки — 2025» ята тивĕçнине палăртрĕ. Хăш вулавăшсем проектсемпе анлăн усă курнине каларĕ.
Татмăш, Шăхач, Кивĕ Ахпÿрт ял библиотекисенче ĕçлекенсем хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарчĕç.
Çавра сĕтел хушшинчи калаçу вăрăма тăсăлчĕ. Кашнийĕ кăçал çĕнĕлĕхсене ĕçре çул пама пулчĕ.
Наталия РАКОВА
Февраль 2026 |
