Килĕштерсе çÿреççĕ Кĕçĕн Арапуç бибиотекине вулакансем. Кăçал пуçласа унăн алăкне уçаканĕ Петр Лепешкин пулнă. Вăл çакăншăн парнене тивĕçрĕ. Петр Алексеевич чăваш литературине питĕкăмăллать. Уйрăмах вăрçă çинчен çырнисем килĕшеççĕ ăна. Çĕнĕ кĕнекесем килессе те чăтăмсăррăн кĕтет. Хаçат-журнала та сиктермест вуламасăр.
Ку хутĕнче вулакан Анатолий Кипечĕн «Укçан амăшĕ çук» повеçне илме кăмăл тунă.
Петр Алексеевич вулавăшра иртекен кашни мероприятиех кăмăлтан хутшăнать.
Лидия Зуева та библиотекăн кĕтнĕ хăни. Вăл кунта 40 çул ытла ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Лидия Михайловна детективсемпе классикăлла литературăна, историллĕ романсене кăмăллать. Халиччен пĕр хутчен шĕкĕлченине тепре те вулама хатĕр. Парне ăна та тивĕçнĕ.
Альбина КАПИТОНОВА
Февраль 2026 |
