Çĕнĕ çул умĕн муниципалитет округĕнчи централизациленĕ библиотекăна Красномайск ялĕнчи Петр Семенов «Упи паттăрĕсем» кĕнеке парнелерĕ (сăн ÿкерчĕкре). Вăл истори учителĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Автор ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине халалланă. Кĕнекен кашни страницинче алла хĕç-пăшал тытнăскерсен кун-çулне çутатнă. Мирлĕ тÿпешĕн пуç хунисене асра тытнине палăртнă. Вăрçă çулĕсенчи паттăрлăха манăçа кăларайманнисене, çухатăва, ыратăва чĕре патĕнче упракансене хисепе хурса çырнă. Чăн-чăн паттăрсен историйĕкуç умне тухать. Вĕсен ячĕсем яланлăхах пирĕн чĕрере упранĕç.
Кĕнеке 4 пайран тăрать. Пĕринче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен кĕске биографийĕпе паллашма пулать. Тепринче вĕсен вăрçă хыççăнхи çулĕсен асаилĕвĕсем пичетленнĕ. Малалла вăрçă ачисен, тыл ĕçченĕсен манăçми кун-çулĕ çутатăннă. Юлашкинчен çапăçу хирĕнчен янă çырусем пичетленнĕ.
Биографисен пуххи çеç мар кунта. Учитель архив материалĕсемпе пĕлсе усă курма пĕлни те палăрать. Вуланăçемĕн çав вăхăтри пулăмсем чĕррĕн куç умне тухаççĕ. Паттăрсен кун-çулĕпе урăх ăçта паллашăн-ха? Çакнашкал тĕпчевсем кирлех. Вĕсем вăрçă саманчĕсене туллин сăнарлаççĕ.
Кĕнеке библиотекăшăн парне вырăнĕнче çеç мар. Авторăн истори астăвăмне упраса хăравас ĕçри пĕлтерĕшлĕ тÿпи те палăрать унта. Патриотла воспитани парас тени те пур. Краеведение аталантарни те уççăн çирĕпленет. Вăл иртнĕ вăхăтпа хальхине çыхăнтарать. Ăрупа ăрусен çыхăнăвне çывăхлатать.
Альбина ИВАНОВА
Февраль 2026 |
