Именкассинче çуралнă «Авангард» хаçатăн обществăлла корреспонденчĕ Мевлет Зейнетдинов кăрлач уйăхĕнче 75 çул тултарчĕ. Мевлет Хабибуллович кирек хăш ăмăрту хыççăн та информаци пама редакцине çитет. Пулни-иртни çинчен хавхаланса каласа пама кăмăллать. Çамрăк ăру сывă пурнăç йĕркине тытса пыма явăçнишĕн питех те хĕпĕртет. Вĕсене çак çул çине тăма хăй те сахал мар пулăшнă-çке.
Унăн муниципалитет округĕнчи спорта аталантарас ĕçе хывнă тÿпи курăмлă. Спорта кăмăллакансем сывлăх енчен çеç тĕреклĕ пулмаççĕ, вĕсем кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен те çирĕп, яланах çитĕнÿ патне ăнтăлаççĕ. Шăпах тренерăн ĕçре çитĕнекен ăру патне хурăннă çак енĕсене палăртрĕ те Патăрьел муниципалитет округĕн ертÿçи Рудольф Селиванов Мевлет Зейнетдинова «За заслуги перед Батыревским муниципальным округом» кăкăр çине çакмалли паллăпа чысланă май.
Мевлет Хабибуллович Тутар АССРĕнчи Альметьевскинчи физкультура техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Ĕçлĕ пурнăçне Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче тренер-преподавательтен пуçланă. Именкассинчи 7 çул, Первомайскинчи вăтам шкулсенче учительте ĕçленĕ.
Пурнăçне ачасене кĕрешес меле вĕрентессипе çыхăнтарнă. Шкулсенче урок ирттернисĕр пуçне тренер ĕçне те илсе пынă. Çакна çăмăл атлетикăпа тĕнче класлă СССР спорт мастерĕ, СССР чемпионки, СССР кубокĕн çĕнтерÿçи тата тĕнче, Европа, СССР рекордсменки, Раççейре утас енĕпе тĕнче шайне пуçласа тухнă Александра Деверинскаяна, ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе Раççей спорт мастерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ физкультурăпа спорт ĕçченĕ, Раççей чемпионачĕн чемпионĕ тата призерĕ Владимир Семенова, СССР тата Раççей Федерацийĕн 5 спорт мастерне, 15 ытла спорт мастерĕн кандидатне хатĕрлени те çирĕплетет. Унсăр пуçне вăл хатĕр-ленĕ çĕршер спортсмен ăмăртусенче мала тухса чыса тивĕçнĕ.
Мевлет Зейнетдинов тивĕçлĕ канăва тухсан та алă усса ларман. Пикшик ял тăрăхĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине йĕркеленĕ. Пĕр вăхăт вăл килĕнче те çитĕнекен ăрăва кĕрешес ăсталăха вĕрентнĕ.
Ун ячĕпе çулленех турнирсем иртеççĕ. Вĕсене «Раççей спорчĕ» патшалăх программипе килĕшÿллĕн йĕркелеççĕ. Пĕтĕм Раççейри «Спорт тата сывлăх» декадине халаллаççĕ. Ăмăртусене йышлăн хутшăнаççĕ. Çакă хăйех муниципалитет округĕнче кĕрешÿ спорчĕ çамрăксене килĕшнине çирĕплетет, анлăн сарăлса пынине кăтартать. Çакăнта наставник ĕçĕ те палăрать.
Мевлет Зейнетдинов — Раççей Федерацийĕн çут ĕç отличникĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Февраль 2026 |
