Олимпиада çĕнтерÿçисем

Категория: Публикации Опубликовано: 30.01.2026, 11:03 Просмотров: 75

Республикăри вĕрентÿ министерствин пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕнче олимпиадăсен регионти тапхăрĕ иртрĕ.

Хăйсен пĕлĕвне тутар чĕлхипе тата литературипе тĕрĕслес енĕпе унта пирĕн муниципалитет округĕнчи 7 вĕрентÿ учрежденийĕнчен 22 каччăпа хĕр явăçрĕ. Пурĕ 40 ача олимпиадăна хутшăнчĕ. Пирĕн муниципалитет округĕнчен вĕсенчен пĕри çĕнтерÿçĕ, 11-шĕ призерсем пулчĕç. Ыхра Çырминчи вăтам шкулти Гузелия Шакурова (ертÿçи Г.Тазетдинова) тарăн пĕлÿллĕ пулнине çирĕплетрĕ.

Шăнкăртамри Э.Феизов ячĕллĕ вăтам шкулти С.Сулейманова (Г.Бикчурина), Н.Купкянова (С.Камалетдинова), А.Асеинова (С.Камалетдинова), Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти А.Абдрахманова (Г.Абейдулловăпа Р.Абейдуллова), Р.Алеева (З.Мтеева), Туçари вăтам шкулти Э.Сафина (Р.Ямалетдинова), Хирти Пикшикри вăтам шкулти А.Махмутова (Р.Камалетдинова), Сăкăтри вăтам шкулти Д. Шепеева (И.Губайдуллина), Ыхра Çырминчи вăтам шкулти А.Яббарова (Г.Тазетдинова), Д.Тимербулатова (З.Тазетдинова), Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти Г.Салахова (Г.Велиуллова),— призерсем. Çитĕнекен ăрăвăн малалла регионсем хушшинчи олимпиадăна хутшăнмалла пулать.

Любовь ТИТОВА

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика