Аслă Чемен ялĕнчи Станислав Капитонов пурăннă çурт çине паттăр çăлтăрне çапрĕç.
Станислав Васильевич Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă. Ытла та хăйĕн ĕçне, ял халăхне чунтан парăннă çынччĕ вăл. Тĕрĕслĕхшĕн çуннипе палăрса тăратчĕ. Ĕçченччĕ. Тÿрĕ кăмăллăскер тата пысăк яваплăха туятчĕ.
Станислав Капитонов Аслă Чемен территори пайне те ертсе пычĕ. Çак хушăра халăхсене пĕр шухăш кăмăллă пулма явăçтарчĕ. Тăван ен ырлăхĕшĕн тăрăшма хавхалантарчĕ. Территори пайĕнче пуçласа СВО валли маскировка сетки çыхассине йĕркелерĕ.
Çĕршыв умне йывăрлăх тухса тăрсан, Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçлансан, контракт çырса алла хĕçпăшал тытрĕ. Вăл унта десантпа штурм батальонĕн аслă операторĕнче кĕрешрĕ.
Станислав Васильевич 2023 çулта паттăрсен вилĕмĕпе вилчĕ. Ырă пурнăçшăн панă хÿтĕлевçĕсене манмастпăр эпир. Вĕсен ячĕ вилĕмсĕр.
Альбина ИВАНОВА
Февраль 2026 |
