Тÿрĕ, тикĕс çулпала шел, автобус çÿремест...

Категория: Публикации Опубликовано: 30.01.2026, 10:39 Просмотров: 62

Ялта пурăнакансен Патăрьелне каймалли сăлтав тупăнсах тăрать: пасара та çитсе килмелле, больницăна килсе сывлăха та тĕрĕслеттермелле... Юлашки вăхăтра вара çула тухасси, уйрăмах аслă çултисене, аван сехĕрлентерет. Сăлтавĕ — автобуссен рейсĕсахалланнинче, канмалли кунсенче пачах та çÿременнинче. Туçа енне пĕрремĕш автобус ирхи 8 сехетре каять те 9 сехет валли каялла таврăнать. Мĕн те пулин туянма килекенсемшĕш аван-ха, анчах тĕп больницăна анализ пама каймалла е тухтăр патне ĕç кунĕ пуçланнă тĕлех çырăннă пулсан мĕн тумалла? Ирĕксĕрех ырă кăмăллă водитель лартса каясса шанса çула тухатăн.

Çĕнĕ çулхи каникул вăхăтĕнче, сăмахран, çынсене турттаракан транспорт та «канчĕ». Çапла та пулать иккен! Çав вăхăтрах больница та, суту-илÿ çурчĕсем те ĕçлерĕç. Чылай ялта пурăнакансем сиплев учрежденинче выртакан тăванĕ патне кучченеçпе килес е хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерес тесен те автобус çÿременнипе çула тухаймарĕç. Таксипе килсе кайсан кĕсьене аванах çÿхетет. Акă, Татмăша çити автобуспа 52 тенкĕ тÿлемелле пулсан таксипе 400 тенкĕ кăларса хума тивет. Красномайскине кайма 153 тенкĕ кирлĕ, çăмăл машина чĕнсен таксистсем 1000 тенкĕрен кая мар илеççĕ...

Канмалли кунсем пулнишĕн пĕр савăнмалла, пĕр хурланмалла. Февраль, март, май уйăхĕсенче те ытти чухнехинчен сахалтарах ĕçлетпĕр, канмалли уяв кунĕсем пулаççĕ. Ун чухне те автобуссем кĕске «каникула» кайĕç-ши? Хуласенчен тăван тăрăха килекенсен вара каялла мĕнле çитмелле? Ыйтăвĕ нумай, паллах хуравĕ çеç тивĕçтермест.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Яндекс.Метрика