Анат Туçара йăлана кĕнĕ ял уявĕ иртрĕ. Ăна вĕсем Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă.
Малтанах хисеплĕ ватăсене чысларĕç. Кăçал 58 çын хăйсен юбилейĕсене паллă тăваççĕ. Чи аслисем — Анна Васильевна Маршевăпа Нина Михайловна Краснова. Вĕсем çут тĕнчене килнĕренпе 95 çул çитет.
Ял çемьеллĕ пурнăçпа пурăнакансен çавра юбилейĕсемпе те пуян. Алевтинăпа Владимир Барановсем, Антонинăпа Валерий Кузнецовсем пурнăç сукмакне çур ĕмĕр алла-аллăн тытса такăрлатаççĕ.
Лидияпа Георгий Кошкинсем 55 çул тĕслĕхлĕ çемье пулнипе палăраççĕ. Любовьпа Михаил Плешковсем 60 çул пĕрле. Антонинăпа Николай Перепелкинсенчен каллех çамрăксен тĕслĕх илмелĕх пур. Вĕсем çемьеллĕ пурнăçăн 65 çулне палăртаççĕ.
Юбилярсен электронлă презентацийĕпе ял библиотекарĕ Лидия Платонова паллаштарчĕ. Лидия Семеновна вĕсене «2026 çулхи юбилярсем», «Çемье юбилярĕсем» ушкăнсемпе хатĕрленĕ.
Ăшă салам юрă-кĕвĕсĕр иртмерĕ. Уява Туçари «Çăлкуç» ансамбль килнĕ. Ăна Виталий Глинкин купăсçă ертсе пырать. Уçă саслă хĕрарăмсен ушкăнĕ юрă çине юрă шăрантарчĕ. Уяв программине Петр Шашкин, Надежда Яковлева, Юрий Воробьев, Василий Сабаев, Валерия Щербакова хăйсен пултарулăхĕпе пуянлатрĕç.
Мероприяти тĕлне «Савнă ялăм, тăван ял!» кĕнеке куравĕ хатĕрленĕ. Унта Геннадий Пласкин, Раиса Воробьева, Юрий Перепелкин ентешсен кĕнекисене те кĕртнĕ. Вĕсемпе паллашнă май, Лидия Платонова тăван ял историйĕ çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ.
Лидия СЕМЕНОВА
Февраль 2026 |
