Анатолий Шакин культурăна пысăк вăй хунă

Категория: Публикации Опубликовано: 30.01.2026, 10:38 Просмотров: 114

Çĕньялти культура çуртĕнче муниципалитет округĕнче пуçласа «Туслăх кăшăлĕ» юрăпа ташă фестивалĕ иртрĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченне, Чăваш Енри композиторсен Ассоциацийĕн членне, Патăрьел округĕн Хисеплĕ гражданинне Анатолий Шакина асра тытса йĕркеленĕ.

Мероприятие Анатолий Степанович культура эткерлĕхне хывнă тÿпине пысăка хурса хаклакансем, ăна пĕлекенсем йышлăн пуçтарăннă. Вăл районти пĕрлештернĕ хора 1972 çултанпа, культура çурчĕ çумĕнчи юрăпа ташă халăх ансамбльне 1987 çултанпа, 2006 çултан вара Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсен халăх хорне ертсе пынă.

Анатолий Шакин «Ĕç хыççăн», «Укăлча умĕнче», «Чăваш туйĕ», «Колхоз туйĕ», «Тырпул уявĕ» вокалпа хореографи сюитисен тата юррисен авторĕ.

Анатолий Степанович ертсе пынипе юрăпа ташă ансамблĕн коллективĕ хăйĕн чысне çĕклерĕ. Патăрьел муниципалитет округĕн чапне Пĕтĕм Раççейри, регионсенчи лапамсенче кăтартрĕ. Артистсен пултарулăхĕ куракансен чĕрине хускатрĕ.

Фестиваль программинчи кашни номер хăйне кура тыткăна илмелле пулчĕ, маэстрон пуян эткерлĕхне куракан патне çитерчĕ.

Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов фестиваль пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине, ăна малашлăхра йăлана кĕртмеллине палăртрĕ.

Наталия НИКИТИНА, муниципалитет округĕн администрацийĕн культура, туризм тата информаци тивĕçтерÿ пайĕн начальникĕ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика