Вĕсем хаçат «лаççинче» туптаннă

Категория: Публикации Опубликовано: 30.01.2026, 10:37 Просмотров: 108

Районта тухса тăракан «Авангард» хаçатăмăр 95 çул тултарать. Çак хушăра тĕрлĕ самана таппинче пурăнма тиврĕ ăна. Çавах хăйĕн ят-сумне çухатмарĕ, вулакансен йышне те чакарсах каймарĕ. Хаçата пуян та тулли содержаниллĕ тума обществăлла корреспондентсем те пулăшрĕç. Вĕсем тĕрлĕ тематикăна çĕклерĕç, географине анлăлатрĕç. Пĕрлех чылайăшĕ хаçат лаççинче «пиçсе», аталану çулĕпе кайса, калем ăсталăхне туптаса пичет ĕçнех кÿлĕнчĕç. Паян Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи поэт-писательсене шутласа та кăларма çук. Кам пĕлмест пулĕ Юхма Мишшине, Давыдов Анатрие, Геннадий Айхие, Ева Лисинăна, Иван Тенюшева, Раиса Сарпие, Василий Кервене, Альбина Юратуна, Марина Карягинăна, Лидия Ковалюка, Владимир Степанова, Василий Яковлева, Юрий Исаева, Александр Мефодьева, Арсентий Тарасова, Юлия Силеме, Людмила Сачковăна, Николай Осипова, Иван Ильина, Валерий Самойлова, Мария Мадюковăна, Раиса Воробьевăна, Владимир Рыбкина, Николай Исмукова, Галка Ваçлейне, Лев Куракова тата ытти вуншар çыравçа. Кĕнеке çине кĕнеке калăпларĕç вĕсем. Кам историллĕ роман хатĕрлерĕ, кам пурнăç ыйтăвне çутатрĕ, кам вăрçă хирне «ертсе кайрĕ», кам юратăва вырăн пачĕ, телей çăлкуçне палăртрĕ... Кирек хăшĕ те тăван кĕтесĕн сиплĕ çăлкуç шывне ĕçсе, хура тăпраллă çĕрте çитĕннĕ тырпултан пĕçернĕ çăкăра çисе ÿссе кăвар чĕреллĕ ăстаçăсем пулчĕç. Савăнатпăр эпир вĕсемпе, мухтанатпăр. Вĕсен сасси пĕр чăвашра çеç янăрамарĕ, пичет ĕçĕ çĕр планета çинчи чылай чĕлхепе кун çути курчĕ.

Очерксемпе калавсемсĕр пуçне мĕн чухлĕ сăвă пичетленмен-ши хаçатра! Чылайăшне кĕвĕлесе юрра хывнă. Паян вĕсене чăваш радио тата телевидени передачисенче те шăрантараççĕ.

Аслисенчен вара кĕçĕннисем çыравçă ĕçне кÿлĕнче пыраççĕ.

Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика