Ытла та илĕртÿллĕ вĕсем шкул çулĕсем. Класран класа куçни сисĕнмест те. Кунсерен ăс-тăн пухатăн, юлташсем çумра. Тăрăшулăха пĕтĕмпех вĕренÿ çине яма пулать. Шăпах çапла та Ыхра Çырминчи 11 класра вĕренекен Арслан Камалетдинов (сăн ÿкерчĕкре амăшĕпе) . Кирек ăçта та малта вăл. Умма лартнă тĕллевĕсене яланах пурнăçлать.
Арслан Баки Рахимов ячĕллĕ çамрăксен отрячĕн командирĕ. Çарпа патриотла турнирсене хутшăнмасăр юлмасть.
Илемлĕ литературăпа интересленет. Хăйĕн шухăшне уççăн палăртма пултарать. Халăх ăсталăхне мала хурать. Мĕн вулани ăна конкурссенче пулăшать. «Код будущего» проектпа килĕшÿллĕн «Python Start” курсне алла илнĕ. Ачасемпе çамрăксен «Юнармия» юхăмĕн хастарĕ те вăл. Кирек хăш темăпа та уççăн калаçма пулать унпа.
Вăл шанчăклă юлташ, çирĕп каччă. Кирек кама та пулăшма хатĕр.
Ашшĕпе амăшĕ уншăн тĕслĕх пулса тăраççĕ. Иккĕшĕ те хисеплĕ педагог. Çитĕнекен ăру патне сахал мар тимлĕх уйăраççĕ. Ывăлĕн вĕренĕвĕпе интересленсех тăраççĕ. Класс пухăвĕсене те сиктермеççĕ.
Дипломĕсемпе грамотисем портфолио пуянлăхĕ Арсланăн. Тĕнчери Габдулла Тукай ячĕллĕ, «Сей добро — вот жизни цель святая» вулакансен конкурсĕсенчен ятарлă парнесемпе килнĕ вăл. «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирĕн асра» шырав-тĕпчев ĕçĕсен тупăшăвĕнчен пĕрремĕш вырăнпа таврăннă.
Сцена çинче те хăйне тытма пĕлет Арслан. Класс чысне тĕрлĕ мероприятинче сахал мар хÿтĕлет. Муниципалитет шайĕнчи конкурссенче тавçăрулăхпа, пултарулăхпа палăрать. Олимпиадăсене, тĕпчев ĕçĕллĕ мероприятисене, спартакиадăсене, ăмăртусене сахал мар хутшăнать. Республикăри вĕрентÿ министерствин мал ĕмĕтлĕ ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕнче йĕркелекеннисенчен те сиксе юлмасть. Вĕсенче малти вырăнсене йышăнать. Кружоксене çÿрет. Тĕрлĕ предметпа хушма занятисене çырăннă.
Пĕтĕм Раççейри «Цифра галерейи» компьютер графики, «Çав вĕрентекен лайăх, хăшĕн сăмахĕ ĕçпе çирĕпленет», «Çĕршыв хÿтĕлевçисене мухтав» конкурсĕсенче дипломсене тивĕçнĕ.
«Учи.ру» информатикăпа, «Хăрушсăрлăх интернечĕ», математикăпа онлайн олимпиадăсенче çĕнтерÿçĕ дипломĕсене илнĕ. Регионсем хушшинчи наукăпа практика конференцийĕсенче те чи кăтартулли пулнă. Мĕнле кăна ăсталăх конкурсĕсене хутшăнман-ши! «Сэлэт-Батырта» математикăпа йĕркеленĕ тупăшура та малта пулнă.
Регион е Раççей шайне вырăнта хастар пулмасан тухаймастăнах. Физикăпа, историпе, ОБЖпа муниципалитетра ирттернĕ олимпиадăсенче призер пулнă. Портфолиора акăлчан чĕлхипе республика фестивалĕн вырăнти тупăшăвĕн «Медицина тата сывлăх» секцийĕнче çитĕнÿ туни те пур. Туризма та килĕштерет каччă.
Муниципалитет округĕн администрацийĕн Тав çырăвĕ те пур Арслан Камалетдиновăн. Унăн пуçлăхĕн стипендине те тивĕçнĕ вăл. Çакнашкал çитĕнÿсемшĕн Чăваш Республика Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ те.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Август 2026 |
