Райхаçат çапла çуралнă

Категория: Публикации Опубликовано: 30.01.2026, 09:49 Просмотров: 96

Февралĕн 8-мĕшĕнче 95 çул тултаракан «Авангард» хаçатăмăрăн историйĕ пуян. Ку таранччен вăл хăй хыççăн пысăк йĕр хăварнă.

Пилĕк çынран — редколлеги Аслă Патăрьел районĕнче (ун чухне çапла ятлă пулнă) пĕрремĕш хут район хаçатне йĕркелесе ярасси пирки ВКП (б)райком бюровĕн ларăвĕнче 1930 çулхи сентябрĕн 9-мĕшĕнче ыйту пăхса тухнă. Ун чухне çапла йышăннă: «Райĕçтăвком фракцине редакципе типографи валли педтехникум çуртĕнче вырăн уйăрма сĕнес, çак ыйтăва çутĕç халăх комиссариачĕпе пĕрле канашласа татса парас, редакципе типографи работникĕсене республикăри хаçатсенчен чĕнсе илес, хаçат ячĕ пирки сÿтсе явассине йĕркелес...»

1930 çулхи сентябрĕн 28-мĕшĕнче бюро каллех хаçат патне таврăннă, райхаçатăн редколлегине 5 çынран çирĕплетнĕ: ВКП (б) райкомĕнчен Федор Федорович Румянцев (вăлах редактор), ВЛКСМ райкомĕнчен Василий Сергеев, РИКран Василий Янаслов, профсоюзран Сальянский, Шăнкăртам райкомĕнчен пĕр представитель.

«Паянхи сас» ят парас...»

1930 çулхи ноябрĕн 3-мĕшĕнчи ларура район хаçатне «Паянхи сас» ят пама йышăннă, çырăнтару хакĕсене палăртнă, пĕрлех редколлегине 2 çын хушнă, унта Агафия Саксонова хастара тата Митта Ваçлейне кĕртнĕ.

Кунта кăштах уйрăммăн чарăнса тăни те вырăнлă. Эпир пурте хисеплекен Митта Ваçлейĕн шăпи синкерлĕ пулса тухнă. 1937 çул вĕçĕнче ăна айăпсăр, судсăр-мĕнсĕр, буржуалла националист ярлăк çакса, халăх тăшманĕ туса тĕрмене янă, кайран Çĕпĕре ăсатнă. 17 çул нуша курнă вăл çичĕ ютра! 1954 çулта кĕркунне çеç ăна Чăваша таврăнса ĕçлеме ирĕк панă. Ваçлей пичче тăван çĕршывра нумай пурăнайман. 49 çултах нÿрлĕ çĕр ăшне кĕрсе выртнă.

«Паянхи сасăн» пĕрремĕш номерĕ 1931 çулхи февралĕн 8мĕшĕнче пичетленсе тухнă. Ватă журналистсем каласа панинчен типографи ун чухне Патăрьелĕнчи педтехникум çуртĕнче (интернат-шкул пулнă кайран) вырнаçнă пулнă. Редакци вара хирĕçли пÿртре. Çĕнĕ хаçат анлă чĕнÿпе уçăлать: «Паянхи ĕçе тапратакан «Паянхи сас» хаçатран Патăрьел районĕн ĕç халăхне большевикла хĕрÿллĕ салам!» Редакци сотрудникĕ Якку Арслан хаçат тухнă çĕре сăвă та хатĕрлеме пултарнă. Ăна пĕрремĕш страницăрах пичетленĕ:

«Паянхи сас» хаçата

Куллен кунах шăвать

Хастарлă çĕн хăват.

«Паянхи сас» та ак

Телейлĕ çул хывать.

Паян пурте хавас

Юрлать тăван уй-хир.

Янтрать мĕльюнлă сас

Хаçатшăн çакă ир.

Юрла, мĕльюнлă сас

Ĕçле ударникле!

Çулпуç «Паянхи сас»

Васкать санпа пĕрле...»

Хаçатра район хыпарĕсене те йышлă пичетленĕ. Ялкорсен çырăвĕсем те чылай. Мĕтри Большов, Марьепе Анна, Патмар, Майукпа Анна, Пайташ, И. Юманов, Сивлес Мишши тата ытти авторсем хăйсен заметкисене пичетленĕ.

Николай ЛАРИОНОВ, Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика