Учитель ачасене пĕлÿ панипе пĕрлех малалла аталанма пулăшать, воспитани енĕпе ĕçлет, вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларма хатĕрлет Хирти Пикшикри вăтам шкулта муниципалитет округĕнчи вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисен канашлăвĕ иртрĕ. Унта калаçу «Педагогика кадрĕсем — вĕрентĕвĕн инновациллĕ аталанăвĕн никĕсĕ» тема тавра пычĕ.
Мероприяти экскурсинчен пуçланчĕ. Шкул музейĕпе паллашрĕç. Çамрăк армеецсем хăйсен пултарулăхне, туризм енĕпе мĕнле аталанса пынине кăтартрĕç.
Шкул директорĕ Ильдар Камалетдинов кун йĕркинчи ыйтупа доклад турĕ. Вăл вĕрентÿ организацийĕн çитĕнĕвĕ педагогика коллективĕ професси тĕлĕшĕнчен аталанса, ĕçе пахалăхне ÿстерсе пынине палăртрĕ.
Шкулта 26 педагог ĕçлет. Директорăн икĕ çумĕ, пĕр советник, педагог-психолог, 2 социаллă педагог, 3 воспитатель вăй хурать. 26-шĕ аслă тата пĕрремĕш категориллĕ.
«Пурте вĕсем профессие юратса куллен ачасене аталану çулĕпе малалла утма хăнăхтараççĕ. Халиччен мĕн тунипе лăпланса лармаççĕ, вĕрентĕвĕн ку чухнехи мелĕсене алла илеççĕ, квалификацие ÿстермелли курссенче пулаççĕ, конкурссене хутшăнаççĕ, хăйсен ĕçĕн вăрттăнлăхне сайтсенче, пичетре çутатаççĕ, кашнийĕ малалла аталанса пыни куç умĕнче»,— терĕ ĕçе пĕтĕмлетсе Ильдар Арифуллович.
Канашлу программи анлă пулчĕ. «Пирĕн хÿтĕлевçĕсем!» мастер-класс, психологи тренингĕ иртрĕ, географипе, физикăпа, биологипе, вырăс чĕлхипе «наука утравĕсем» çине тăчĕç. «Эпĕ — патриот!» музыка çаврăмĕ чуна çÿçентерчĕ.
Мероприятие муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова пĕтĕмлетрĕ, педагогсен професси ăсталăхĕ пысăк пулнине палăртрĕ, малашлăхра ачасене вĕренÿре, ыттисене ĕçре çитĕнÿсем сунчĕ.
Альбина ИВАНОВА
Август 2026 |
