Пурнăç условийĕсем çулсерен лайăхланса пыраççĕ. Муниципалитет округĕнче çĕнĕрен çĕнĕ объектсем уçăлаççĕ. Пуррисене тĕпрен юсаççĕ. Ял хуçалăхне, культурăна, медицинăна, вĕрентĕве, ытти сферăна аталантарса пыни куçкĕретех
Çитĕнекен ăрăва пурнăç çулĕ çине тăма хатĕрлесси патшалăхăн социаллă-экономика политикин тĕп çул-йĕрĕ. 2024-2025 çулсенче, акă, Ишлĕре ку чухнехи спортзаллă пуçламăш классене пĕлÿ паракан ача сачĕллĕ çурт çĕкленчĕ. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкула тĕпрен юсарĕç, территорине илем кĕртрĕç. Турханти вăтам шкул сентябрĕн 1-мĕшне ачасене çĕнелнĕ вĕренÿ учрежденийĕнче кĕтсе илчĕ. Нăрваш Шăхалĕнчи шкулта çурт тăррине, чÿречисене улăштарнă, косметика юсавĕ тунă. Туçара, Çĕньялта, Аслă Чементе, Первомайскинче, Пăлапуç Пашьелĕнче чÿречисене улăштарнă. Сăкăтра тăррине çĕнетнĕ. Кашни шкулпа ача саднех сăрласа сăн кĕртнĕ тата ытти те.
Çĕнĕ вĕренÿ çулне кĕтсе илме вырăнти бюджетран сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланă. Анчах шкулсенче ача шучĕ чакса пырать. 5 çул каялла 4 пин ытла çитĕнекен ăру вĕренÿ учрежденине утнă пулсан, кăçал 3644 ача çÿрет. Кăтарту 11 процент ытла сахалланнă. Çакă хăйех пĕчĕк комплектлă шкулсене реорганизацилесси патне илсе пырать те ĕнтĕ. Республикипе илес пулсан 28 вĕрентÿ организацине пырса тивет çакă. Вĕсенчен пирĕн муниципалитет округĕнчен икĕ шкул.
2025 çулта Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула Туçари вăтам, Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула Сăкăтри вăтам шкул çумне пĕрлештернĕччĕ.
Кăçал Çĕньялти Г. Айхи ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула Турханти вăтам шкул çумне пĕрлештерес тĕллев тăрать. Çĕнĕ Ахпÿртри вĕренÿ учрежденийĕ пирки ыйту уçă юлать. Сăмах шкулсене хупасси пирки пымасть. Ачасем халиччен ăçта вĕреннĕ çавăнтах пĕлÿ пухаççĕ. Реорганизаци ыйтăвĕ кадр рессурсĕсене тухăçлă усă курассипе çыхăннă. Çакна Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин вĕрентÿ çинчен калакан саккунĕсемпе килĕшÿллĕн пурнăçлатпăр. Пĕчĕк комплектлă шкулсемпе ача сачĕсем тата та пур-ха.
Ирина РУБЦОВА, администрацин вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ
Август 2026 |
