Республика Пуçлăхĕ Олег Николаевпа — пресс-конференци

Категория: Публикации Опубликовано: 30.01.2026, 09:43 Просмотров: 142

Февралĕн 5-мĕшĕнче Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев федерацинчи тата республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакан опытлă журналистсемпе, шкул ачисен тата студентсен медиацентрĕсенчи хастарсемпе республика аталанăвĕ, умра тăракан плансем пирки пресс-конференци ирттерет.

Пресс-конференци 11 сехетре пуçланать. Ăна «ВКонтакте» страницинче, Наци телевиденийĕпе ЮТВ телеканалпа пăхма, Наци радиовĕпе итлеме пулать.

Яндекс.Метрика