Сиплев ĕçне анлăлататпăр

Категория: Публикации Опубликовано: 30.01.2026, 09:43 Просмотров: 74

2025 çултан муниципалитет округĕнче «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ ĕçе кĕчĕ. Вăл халăхсен пурăнас кун-çулне вăрăмлатассипе, социаллă пĕлтерĕшлĕ чирсемпе пурнăçран уйрăлассине чакарассипе, сывă пурнăç йĕркине тытса пымашкăн кирлĕ условисем туса парассипе те çыхăннă.

Ăнăçлă ĕçĕн кăтартăвĕ те курăмлă. Эпир демографие улăштараймастпăр, сиплев пахалăхне ÿстереетпĕр, ватлăха чарса лартаймастпăр, организм çирĕплĕхне лайăхлатаятпăр, çут çанталăка хирĕç каяймастпăр, ăна май тăма хăнăхма пултараятпăр. Паянхи тĕп тĕллев кашни çыннăн сывлăхне çирĕплетесси. Проект тĕллевĕ те чирсене вăхăтра палăртса сиплеве çийĕнчех пуçăнассинче тăрать. Профилактика тĕрĕслевĕсене, диспансеризацие вăхăтра тухмалла.

«Сывлăх патне утăм» проектпа килĕшÿллĕн 2600 çын тĕрĕсленнĕ. Вĕсенчен 650-шĕ малалла тĕпчевсем ирттерме республикăри медицина учрежденийĕсене кайнă. 117 çынра пуçласа чир тупăннă. 33-шне юн пусăмĕ выляни, 13-шне сахăр диабечĕ, улттăшне усал шыçă чирĕ пулни палăрнă.

Пуçламăш звенона модернизацилени лайăх. Сиплев илме аякка çÿремелле мар. Çавна май пĕлтĕр Турханта, Ыхра Çырминче врач амбулаторийĕсем тунă. Кивĕ Катекпе Чăваш Ишекĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем хута янă. Çĕньял, Вăрманхĕрри Шăхаль, Анат Туçа ялĕсенче вĕсене тĕпрен юсанă. Район больницин базинче юн тымарĕсен çаврăнăшне сиплеме май паракан центр уçнă.

Профилактика кашни чирпех кирлĕ. Сахăр диабечĕн шкулĕ ку чухнехи сĕтел-пуканлă, анлă пÿлĕме куçрĕ. Шкула çамрăксем те, аслисем те çÿреççĕ. 1028 çын кирлĕ канаш илме пултарнă.

Тухтăрсемпе медицина сестрисем квалификацийĕсене ÿстерсех пыраççĕ. Республика тата Раççей шайĕнчи форумсене, конференцисене, мастер-классене хутшăнаççĕ. Наставник юхăмĕ анлăн сарăлнă. Кашни çамрăк специалиста ăста кадрсем çумне çирĕплететпĕр.

«Ял тухтăрĕ», «Ял фельдшерĕ» программа пурнăçа кĕрет. И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе Шупашкарти медицина колледжĕнче 32 студент тĕллевлĕ пĕлÿ пухаççĕ. Виççĕн ординатура тухаççĕ.

Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасовапа йĕркеленĕ тÿрĕ линире те больницăсене хупас калаçу мар, сывлăх сыхлавĕн отрасльне аталантарас ыйтусене çивĕчлетрĕç

Медицинăра цифра технологийĕ кулленхи ĕçре пысăк пулăшу кÿрет. Вăл персоналсен квалификацине те ÿстерме пулăшать. Ку енĕпе пациентсем 4591 телемедицина консультацийĕ илнĕ. 1198-шне республика шайĕнчи ертсе пыракан специалистсенчен.

Кÿршĕллĕ муниципалитет округĕн пациенчĕсем пирĕн больницăна сиплев илме çÿреççĕ. Çакăншăн тĕлĕнмелли çук. Пуçламăш медицина пулăшăвне вырăнĕсенчех параççĕ вĕсене. Çав тухтăрĕсемех сипленме пулăшаççĕ. Хăшĕ-пĕрне ятарлă специалистсен канашĕ кирлĕ.

Сиплев учрежденийĕсем халиччен мĕнле ĕçленĕ çавăн пекех ĕçлеççĕ. Пулăшу пахалăхне лайăхлатасси — тĕп тĕллев. Больницăн пурлăхпа техника бази те пуянланать. Сиплевпе диагностикăна ку чухнехи мелсене ĕçе кĕртетпĕр.

Николай ТИНЮКОВ, тĕп больницăн тĕп врачĕ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика