Хăтлă çурт-йĕр — пурнăç пахалăхĕн никĕсĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 30.01.2026, 09:41 Просмотров: 87

Чăваш Республикинче çулсеренех хута кайса пыракан хăтлă çурт-йĕр тата шанчăклă коммуналлă хуçалăх — халăхăн пурнăç пахалăхĕн никĕсĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев строительство министрĕпе Владимир Максимовпа отраслĕн 2030 çулчченхи стратеги планĕсене палăртнă май çак ыйтусене çивĕчлетнĕ.

«Инфратытăм пурнăç валли» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 2025 çулта пурнăçланă ĕçĕн результачĕсем те çакнах çирĕплетеççĕ. Пĕлтĕр строительствăра лайăх динамикăна сыхласа хăварнă. Пурăнмалли çурт-йĕре хута ямалли калăпăш 821 пин тăваткал метрпа танлашнă. Уйрăм çурт-йĕр строительствин калăпăшĕ 27 процент пысăкланнă. Çакă патшалăхăн пулăшу пĕлтерĕшне тата граждансем хăйсен çĕрĕ çинче пурнăçа хăтлăлатнине çирĕплетет.

Социаллă обязательствăсем — уйрăм тимлĕхре. Мĕн пурĕ 3 пине яхăн çемьен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 4,3 миллиард тенкĕ ытла кайнă. Çав шутра çăмăллатнă ипотека тата округсенчи çамрăк специалистсем валли çурт-йĕре те кĕртнĕ.

2028 çулччен строительство отраслĕнчи 126 социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем тума 29 миллиард тенкĕ укçа хывма палăртнă. Малашнехи тĕллев çулсеренех миллион квадратлă метр пурăнмалли çурт-йĕр туса хута ярасси. Чăваш Енре пурăнма хăтлă тата ку чухнехи услови пултăр»,— çапла палăртнă Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕçлĕ тĕл пулура.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика