Хĕллехи тапхăрта пушартан сыхă пулни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа пилĕк пушара шута илнĕ. Вĕсенчен виçĕ тĕслĕхĕ мунча хутнă чухне асăрханусăр пулнипе çыхăннă, пĕр инкекĕ печка-прачкăпа пĕçернĕ вăхăтра пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманран, тепри вара автомашина юсавсăр пулнăран техникăна вут хыпса илнĕ. Çак пăтăрмахсем пурте çын яваплăхĕпе, асăрханманлăхĕпе çыхăннă. Çавăнпа та мунча хутнă, лаçра е урамра вырнаçтарнă кăмакапа выльăх апачĕ пĕçернĕ чухне кăвайт çуннине сăнасах тăмалла. Акă, иртнĕ эрнере Çĕньялта тухнă пушар та мунча хутнă чухне тимлĕ пулманнипе çыхăннă. Юрать-ха, инкеке вăхăтра сиссе «01» службăна çийĕнчех шăнкăравланă.
Иртнĕ çул Патăрьел муниципалитет округĕнче 57 пушара, виçĕмçул 61 пушара шута илнĕ. Вут-çулăмпа çыхăннă инкексен сăлтавĕсем тĕрлĕрен: электропроводка юсавсăрри, электроприборсемпе усă курнă, кăмака хутнă чухне асăрханманни тата ытти те.
Андрей ТУКМАКОВ, Патăрьелĕнчи пушар надзорĕн начальникĕ
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
