РЕСПУБЛИКĂРА, çавăн пекех муниципалитет округĕнче «Сывлăх кунĕ» иртрĕ. Çавна май Патăрьелĕнчи «Паттăр» спорт шкулĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учительне Виталий Волкова асра тытса йăлана кĕнĕ волейбол турнирĕ ирттернĕ. Унта 6 команда хутшăннă — Вăрнар, Йĕпреç, Тăвай, Патăрьел муниципалитет округĕсен тата Улатăр, Çĕнĕ Шупашкар хулисен пĕрлештернĕ ушкăнĕсем.
Пĕрремĕш вырăна хуçасем алăран яман. Иккĕмĕшне Улатăр, виççĕмĕш вырăна Çĕнĕ Шупашкар спортсменĕсем йышăннă.
Çавăн пекех пирĕн муниципалитет округĕнчи Денис Синеевпа Асаф Хуснетдинов турнирта «Чи лайăх вылякан» ята та тивĕçнĕ.
Лариса Казакова — Çĕнĕ Ахпÿрт территори пайĕн начальникĕ
Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Çĕнĕ Ахпÿртри территори пайĕн çĕнĕ начальникĕпе Лариса Казаковăпа тĕл пулнă. Çĕнĕ ертÿçĕне ял территорийĕнчи социаллă сферăпа инфратытăма аталантарас ĕçре халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме, халăх пуçарăвĕн проекчĕсене хастар хутшăнма ăнăçу суннă.
Август 2026 |
