ТУРХАНТА пурăнакан Евдокия Маштакова ĕç ветеранĕ 95 çул тултарнă. Çак ятпа ăна муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, администрацин финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова саламланă.
Евдокия Терентьевнăн пурнăçĕ вăл вăхăтри ытти пиншер хĕрарăмăннипе пĕрешкелех килнĕ. Ачалăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тĕлне лекнĕ. 12 çултанах вăл аслисемпе тан ĕçе кÿлĕннĕ. Тырпул пухса кĕртме, çул тума, вăрман хатĕрлеме хутшăннă. 40 градус таран сивĕ вăхăтра ĕçлеме тÿр килнĕ.
Иртнĕ вăхăтсене халĕте аса илет ватă. Кăмăл çирĕплĕхĕ çамрăкранах хурăннă унăн. Кашни ĕçленĕ куна хаклама пĕлнĕ вăл. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех фермăра дояркăра ĕçленĕ. Йывăр пулин те тивĕçне юратса, яваплăха туйса пурнăçланă.
Çемье çавăрман тыл ĕçченĕ. Паян ун патне пĕр тăванĕн ачисем пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Август 2026 |
