«Авангард» хаçатăн 2026 çулхи пĕрремĕш номерĕ кун çути курчĕ. Тавах пурне те, вулаканăмăрсем, Патăрьел муниципалитет округĕнче тухса тăракан «чун апатне» хăвăрăн тĕпел йышне хапăл тунăшăн. Çĕнĕ çулта та пирĕнпе юнашар пулма хавас пулнисене тав тăватпăр. Пирĕнпе тăтăшах çыхăну тытакан, вулакансене, хăйсен ĕç ветеранĕсене кашни çырăнтару кампанинче парне кÿрекен «Батыревский» пĕрлешĕве, çавăн пекех «Авангард» Патăрьел беконĕ» филиал пĕрлешĕвне, ытти хуçалăхсене чун-чĕрен тав тăватпăр.
ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонова та уйрăм тав сăмахĕ çитеретпĕр. Вăл Патăрьелĕнчи ватăсем пĕрле пуçтарăнса калаçмалли уçнă центра тата СВО участникĕсен çеийисем валли 50 экземпляр хаçат çырăнса пачĕ.
«Авангард» хаçат редакцийĕ
Август 2026 |
