Турхан врач амбулаторийĕ хăйĕн 120 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çакă пуриншĕн те паллă пулăм пулчĕ. Ялта пурăнакансене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн председателĕ, тĕп больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюков, истори наукисен кандидачĕ, культурологи докторĕ, профессор, Чăваш Республика культурин тава тивĕçлĕ работникĕ Владимир Васильев, Владимир Родионовпа Ирина Иванова медицина наукисен докторĕсем, профессорсем тата ыттисем саламларĕç.
Хăйĕн сăмахĕнче Рудольф Васильевич ял аталанса пынине палăртрĕ. 2025 çулта вырăнти шкула, унта пымалли çула тĕпрен юсанă, çĕнĕ врач амбулаторийĕ тунă.
Врач амбулаторине чĕрĕк ĕмĕр ытла хăйĕн профессине чунтан парăннă, ырă чĕреллĕ тухтăр Анатолий Кольцов тытса пырать. Вырăнти шкулти 170 выпускникран 35-шĕ тухтăр профессине суйласа илни вăл çитĕнекен ăрушăн та ырă тĕслĕхлĕ пулнине çирĕплетет.
Врач амбулаторийĕн историйĕ 1895 çулта çырăнма пуçланă. Ялта ун чухне фельдшерпа акушер пунктне уçнă. Вăл уйрăм çурта вырнаçнă. Унтанпа чылай улшăну пулнă. 1900 çулта ялта пурăнакансен укçи-тенкипе больница çуртне тунă. 1906 çулта унта 10 койка вырнаçтарса терапи енĕпе тата куç сиплевĕсене йĕркеленĕ. 1935-1940 çулсенче вăл район больници шутланнă. 2008 çултан участок больници пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ пулнă.
Паян врач амбулаторийĕ 6 ялти 2075 çынна медицинăн анлă пулăшăвĕпе тивĕçтерет. Кунта пысăк квалификациллĕ специалистсем ĕçлеççĕ. Вĕсен кирлĕ пĕлĕвĕсемпе хăнăхăвĕсем çителĕклех.
Юбилей вăл уяв çеç мар, иртни патне каялла çаврăнса кунта ĕçленисене, ĕçлекенсене аса илсе хисеплени те. Çак кун ветерансем шăпах çаксем çинчен сăмах пуçарчĕç, пациентсем вара хăйсене амбулаторинче кăмăлтан, тимлĕхпе йышăнса сипленине палăртрĕç.
Альбина ИВАНОВА
Февраль 2026 |
