Алманчăсем тунсăхласа лармаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 23.01.2026, 09:26 Просмотров: 111

Алманчăри культура çуртĕнче аслă ăру çыннисене явăçтарса «Тĕлĕнтермĕш уйĕ» илĕртÿллĕ те ăс-тăна аталантарма пулăшакан вăйă йĕркелерĕç. Телеэкран çинчи евĕрех виçĕ турпа иртрĕ вăл. Татьяна Каруева ертсе пычĕ ăна. Ыйтăвĕсем те интереслĕ пулчĕç. Йăла-йĕркепе, ял историйĕпе çыхăнтарнă вĕсене. Куракансем вылякансене хавхалантарса тăчĕç. Вĕсене валли пуçватмăшсем хатĕрленĕ. Шутламасăр ларма çук. Пурин чĕринче те савăк туйăм хуçаланчĕ çак каç.

Галина ИВАНОВА

Яндекс.Метрика