Çулленех республикăра Чăваш Енри патшалăх техника надзорĕ инспекторсем хушшинче «Чи лайăххи» ята илессишĕн конкурс ирттерет. Иртнĕ çул та çак конкурсра 19 инспектор тăватă номинацире тупăшнă. Вĕсем хăйсен ăсталăхне, тавракурăм шайне туллин кăтартнă, «Контактра» социаллă сетьре «Халăх инспекторĕ» ята илессишĕн йĕркеленĕ сасăлава хутшăннă. Çавăн пекех инспекторсен çулталăкри ĕç-хĕлĕн кăтартăвне те пăхнă.
— Конкурсăн финал тапхăрĕ Йĕпреç муниципалитет округĕнче иртрĕ. Практика пайĕнче «Амкадор» погрузчикпа тырă тултарнă миххе çĕклесе илсе маларах хатĕрленĕ трекпа (çулпа) çаврăнса килсе каялла хăй вырăнне лартмалла пулчĕ. Ун хыççăн хальхи технологисемпе мĕнле усă курма пĕлнине телефонсемпе кăтартрăмăр. Кайран вара пĕтĕм конкурса пĕтĕмлетрĕç, малти вырăнсене йышăннисене палăртрĕç,— тет ăмăртăва пĕтĕмлетсе Патшалăх техника надзорĕн округри инспекторĕ Сергей Сафьянов.
Чи нумай балл пухса «Чăваш Енри патшалăх техника надзорĕн чи лайăх инспекторĕ» ята Сергей Геннадьевич тивĕçнĕ. Сăмах май, «Контактра» социаллă сетьре йĕркеленĕ сасăлавра та вăл чи нумай сасă пухса «Халăх инспекторĕ» номинацинче палăрнă.
Мала тухнисене Чăваш Енри патшалăх техника надзорĕн начальникĕ Владимир Димитриев саламланă.
— Çакăн пек конкурс йĕркелени пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма, тавракурăма аталантарма, çĕнĕлĕхсене алла илме, çав вăхăтрах çăл-йĕр хăрушлăхне сирме те май парать. Çĕнтерÿçĕ пулни тата ытларах тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать, — тет Сергей Сафьянов.
Ольга ПАВЛОВА
Февраль 2026 |
