Пурнăçра кирек мĕнле çĕнĕлĕхе те тÿрех кирлĕ пек йышăнса ĕçлесе кайма çăмăл мар. Чăваш Республикинче тăхăр çул каялла старт илнĕ халăх пуçарăвĕн программипе усă курса ялсенче ырă улшăну тăвасси, хамăр пурăнакан тавралăха хăтлăлатасси çулсерен вăй илсе пырать. Патăрьел муниципалитет округĕнчи ялсенче çак меслетпе чылай объект хута кайни, çулсем çĕнелни, спорт лапамĕсем уçăлни, обществăлла вырăнсем хăтлăланни тата ытти те патшалăх программи ăнăçлă ĕçлесе кайнине çирĕплетет. Ку тĕлĕшпе Аслă Чемен территори пайĕ çулсеренех «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăна хастар хутшăнса территори пайĕнчи ялсене хăтлăлатма тăрăшать. Акă мĕн пĕлтерчĕ пĕрлехи вăйпа, пуçарулăхпа пурнăçласа пыракан ĕçсем пирки Аслă Чемен территори пайĕн пуçлăхĕ Денис Никифоров:
— Тăван тăрăх, ял аталанăвĕ, унăн малашнехи шăпи мана унчченех канăçсăрлантарнă. Çак ыйту яланах чуна çывăх пулнă. Çавăнпа маларах та, территори пайĕн пуçлăхĕн яваплă ĕçне кÿлĕниччен те, эпĕ ялти ырă ĕçшĕн хамăн тÿпене хывма тăрăшаттăм: кĕперсене çĕнетме те, «Айтуш» уçланкинче ăратнесен беседкине тума та, кĕперсене юсама та кăмăлтан хутшăннă, май пур таран пулăшнă. Халăхшăн пурнăçлакан ĕç яланах малалла хавхаланса ĕçлеме вăй парать...
Пĕлтĕр Аслă Чемен ял халăхĕ Денис Вячеславовича староста пулма шаннă. Çамрăк, вăйпитти, хастар, тăван тăрăх аталанăвĕшĕн кăмăлтан тăрăшать... Обществăлла тивĕçе пурнăçлама пикенсенех пĕрлехи вăйпа кар тăрса Садовая урамра пушар хăрушсăрлăхĕ валли пирс, шыв управĕ тунă. Тепĕр уйăхранах ăна пысăкрах та яваплă тивĕçе — территори пайĕн пуçлăхне шанчĕç. Унтанпа шăпах çулталăк çитрĕ. Çак кĕске тапхăрта территори пайĕн çамрăк пуçлăхĕ халăхпа та, çамрăксемпе те пĕр чĕлхе тупса чылай ĕç пурнăçлама, ырă йĕр хăварма та ĕлкĕрчĕ.
2025 çулта территори пайĕ халăх пуçарăвĕпе тăватă проекта пурнăçа кĕртрĕ:Тури Чакăпа Аслă Чемен ялĕсенчи масар патне каякан çула патшалăх программипе килĕшÿллĕн тирпейленĕ, Аслă Чемен ял масарĕн картине çĕнетнĕ тата Тури Чакăра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсене асăнса лартнă палăка тĕпрен юсаса çĕнетрĕç. Пархатарлă ĕçсемшĕн ял халăхĕ питĕ кăмăллă.
Халăхпа пурăнакан халсăр мар, е пĕрле сурсан кÿлĕ çеç мар, ытти те пулать, теççĕ. Аслă Чемен территори пайĕ 2026 çула та пысăк хавхаланупа пуçларĕ. Çулталăк тăршшĕпе пурнăçлама палăртнă тĕллевсем кăçал та пысăк. Халăхпа пуçтарăнса калаçнă хыççăн Çĕнĕ çулта тепĕр виçĕ проекта пурнăçа кĕртме палăртаççĕ. Чăн малтанах вĕсем патшалăх пулăшăвĕн программипе ял çыннисене тахçанах пăшăрхантаракан ыйтусене татса пама тĕллев тытнă. Пуçарулăх бюджечĕпе шкул çумĕнчи лапамра пушар машини валли ăшă гараж, пушар деповне тума палăртнă. Аслă Чементех пушар хăрушсăрлăхĕ валли тунă шыв управне хăтлăлатма, çавăн пекех яла пырса кĕнĕ çĕре çĕнĕ стелла вырнаçтарса ял хапхине çĕнетме палăртнă.
— Территори пайĕнче ялсене хăтлăлатмаллисем татах та пур. Пирĕн тĕп тĕллев — ял-йыша пăшăрхантаракан ыйтусене пĕр шухăшлă пулса тата пĕрлехи вăйпа татса парасси. Кăмăлтан пурнăçланă ĕç вара пурне те савăнăç кÿтĕр,—тет территори пайĕн пуçлăхĕ Денис Никифоров.
Сăмах май каласан, иртнĕ çулталăк вĕçĕнче Аслă Чемен территори пайĕн пуçлăхне Денис Никифорова муниципалитет службинчи тăрăшуллă ĕçшĕн Республика Пуçлăхĕн Тав хутне парса чыс турĕç (сăн ÿкерчĕкре).
Волонтерсен «За Победу» ушкăнĕ — ял халăхĕн мăнаçлăхĕ
Аслă Чементи волонтерсен «За Победу» ушкăнĕ 2023 çулхи июль уйăхĕнче СВОри салтаксем валли пуçласа сетка çыхма пикенчĕ. Ăна ун чухнехи ял пуçлăхĕ Станислав Капитонов йĕркелесе янă. Паянхи кун çак ушкăна унăн аппăшĕ, Аслă Чементи вăтам шкулта вĕрентекен Надежда Васильевна Кошелева ертсе пырать. Кашни кун çак сăваплă ĕçе пурнăçлама 30 ытла çын хутшăнать (сăн ÿкерчĕкре). Тĕрлĕ сăлтавпа сетка çыхма пырайманнисем материалне килте касса пулăшаççĕ. Кăçалхи Çĕнĕ çула волонтерсем 700 сетка çыхса, 1400 ытла окоп çурти хатĕрлесе фронта ăсатнă. Хĕрарăмсем çавăн пекех дронран хÿтĕленмелли плащсем тата одеялсем те çĕлеççĕ. Сăваплă та пархатарлă ĕçе çемьепе те, уйрăмшарăн та хастар хутшăнаççĕ. Кашниех пĕрлехи вăйпа Çĕнтерĕве çывхартма тăрăшаççĕ.
«Раштав çăлтăрĕ» Аслă Чеменсене малашне те пĕр чăмăра пĕрлештерĕ
Чăваш Республикинчи Халăх пĕрлĕхĕн тата туслăхĕн çулталăкне Аслă Чемен территори пайĕ пысăк хавхаланупа пуçларĕ. Çак çулталăка халалласа вĕсем «Раштав çăлтăрĕ» ятпа волейболистсен турнирне анлăн йĕркеленĕ (сăн ÿкерчĕк-ре). Округ шайĕнчи тупăшăва тăхăр команда хутшăннă. Вĕсенчен турнир хуçисем виçĕ команда тăратнă. Ăмăрту çивĕч кĕрешÿре иртнĕ.
Волейбол уйĕнчи командăсем пĕринчен тепри вăйă ăсталăхне маçтăр кăтартнă. Юлашкинчен Первомайскисен волейболисчĕсем мĕн пур командăран выляса илнĕ. Иккĕмĕш вырăна Турхансем, виççĕмĕш вырăна «Паттăр» спорт шкулĕ, тăваттăмĕшне Нăрваш Шăхальсем тухнă.
Турнира хутшăннă кашни командăна хаклă парнесем, «Чемен» ыр кăмăллăх фончĕн учредителĕнчен логотиплă футболкăсем, территори пайĕн пуçлăхĕнчен Денис Никифоровран ятарлă парне тивĕçнĕ.
Çĕнĕ çул хыççăнах йĕркеленĕ «Раштав çăлтăрĕ» волейболистсен турнирĕ хăйне евĕн спорт уявĕ пекех кĕрлесе иртсе кайнă. Спорт мероприятине хăнасем те, спорт ветеранĕсем те йышлăн хутшăннă, Аслă Чементи çветуй Василий храм настоятелĕ Борис Атте пурне те уяв ячĕпе саламланă.
— Тепĕр чухне ялсенче çамрăксен хастарлăхĕ пĕчĕк тенине илтме пулать, эпĕ çакна пачах та хирĕç. Паянхи çамрăксем пур енĕпе те пултараççĕ, тĕрлĕрен конкурсра, ăмăртура, ĕçре хăйсен тавра курăмне кăтартаççĕ. Аслă Чементе йĕркеленĕ «Раштав çăлтăрĕ» турнир шăпах çакна тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Вăл малашне те çамрăксене, ял-йыша, ыттисене те пĕр чăмăра пĕрлештерекен, сывлăха çирĕплетме пулăшакан турнир пулса йăлана кĕрĕ. Мероприятие лайăх, тулли содержаниллĕ йĕркелени пурин кăмăлне те кайрĕ тесе шутлатăп, — шухăшсене пĕтĕмлетнĕ Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов турнира хак парса.
Альбина ЕГОРОВА
Февраль 2026 |
