Кăшарнинче сăвапланă ваксенче шыва кĕчĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 23.01.2026, 09:18 Просмотров: 111

Январĕн 19-мĕшĕнче православи тĕнне тытса пыракансем Иисус Христос Иордан кÿллинче шыва кĕнине асăнчĕç. Çак кунхине Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те йăлана кĕнĕ йĕркепе ятарласа хатĕрленĕ ултă вакра е купельте (Алманчăра, Чăваш Ишекĕнче, Красномайскинче, Первомайскинче, Турханта, Атăкра) шыва кĕчĕç.

Ытти çулсенчи пекех вырăнсенче шыва кĕнĕ çĕрте мĕн пур служба ĕçлерĕ, шыва кĕрекенсене вĕри чей ĕçтерчĕç.

Яндекс.Метрика