Патăрьел муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн 43-мĕш ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел район прокурорĕ Андрей Афанасьев, территори пайĕсен пуçлăхĕсем, администрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç. Ларăва депутатсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ Гельсирен Абейдуллова ертсе пычĕ.
Депутатсем сесси кун йĕркинче икĕ тĕп ыйтăва пăхса тухрĕç. Пĕрремĕшĕ — «Пурăнмалли çуртсене муниципалитет округĕн ятарлă çурт-йĕр фондне кĕртесси». Иккĕмĕшĕ — «Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнмалли çурт-йĕре тытса тăмалли тÿлев виçине палăртасси».
Çавăн пекех депутатсен Пухăвĕн ларăвĕсенче маларах тунă йышăнусене хушусем кĕртрĕç.
Хурама Тварти Терентий Давыдов хастар старостăна округри Обществăлла палата членне илчĕç.
Юлашкинчен награда ыйтăвĕсене пăхса тухнă май муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутатне Решит Санзяпова гуманитари пушăвĕ парас ĕçе тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн çар чаçĕн командирĕнчен çитнĕ Тав çырăвĕпе чысларĕç.
Альбина ИВАНОВА
Февраль 2026 |
